Çамрăксенче - ял малашлăхĕ, республика аталанăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2025, 21:29 Просмотров: 144

Тăвай муниципалитет округне республикăри яш-кĕрĕм "Ялта чи лайăххисем" агрослета пухăннă. Ăна Чăваш Енри Çĕнтерỹ тата патриотизм çулталăкне халалланă.

Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи килнĕ 1600 ытла çамрăк сассипе "Упа кĕтесĕ" ("Медвежий угол") лапам шавласа та кĕрлесе тăнă. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов тата ытти сумлă хăнасем те хутшăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци хỹтĕленĕ.

Агрослета хутшăнакансем ĕçлĕ тăватă лапамра хăйсен тавракурăмне анлăлатнă: "Ку пирĕн çемьерен", "2025 - Муниципалитет депутачĕн çулталăкĕ", "Çĕнтерĕве пĕрле кĕтетпĕр", "Агропродакшн: ялти паллă блогер мĕнле пулмалла".

 Çавăн пекех çамрăксем спортра та хăйсен вăйĕсене виçнĕ. Пулă яшки пĕçерессипе йĕркеленĕ конкурсра та палăрнă. Юрă-тăшара та Патăрьелсем малтисен ретĕнче пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ.

Кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртнĕ агрослетра Юхмапа Пăла тăрăхĕн команди виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кире пуканĕ йăтассипе 2 тата 3, пултарулăх конкурсĕнче - 3, квадроциклпа ăмăртассипе 3 вырăнсене йышăннă.

Ольга ПАВЛОВА

 Цитата

Олег Николаев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

- Агрослетра эпир пурне те ял тăрăхĕ мĕнле улшăннине кăтартрăмăр. Çак слет - аграри çамрăкĕсене тĕрев паракан тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пулăшакан тĕп лапам

. Эсир, çамрăк аграрисем, - пирĕн республикăн малашлăхĕ. Сирĕн шухăшăрсем ялта пурăнма тата ĕçлеме илĕртỹллĕрех тума пулăшаççĕ. Ман шутпа ялсенче пурнăçа кĕрекен кăсăклă проектсене курса, вĕсене çынсене, уйрăмах çамрăксене, каласа парсан, хавхалантарсан пирĕн малашне те ырă улшăнусем пулĕç.

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика