Çулла - илемлĕ вăхăт

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2025, 21:32 Просмотров: 153

 Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна халалласа Патăрьелĕнчи "Юмах" ача сачĕн лапамĕнче уяв иртрĕ. Палăртмалла: асăннă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" проектпа килĕшỹллĕн йĕркелерĕç. Çавăн пекех вăл çулленех иртекен "Аслисем - ачасене" ыр кăмăллăх акцийĕн "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафонăн тăсăмĕ те. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла: шăпах ача сачĕн çуллахи сценине 2022 çулта ыр кăмăллăх марафонĕнче пухăннă укçа-тенкĕпе хута янăччĕ.

Цитата

Олег Николаев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

 - Эпир социаллă çĕнĕ проект "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" пуçартăмăр. Ку вăл - культура тата спорт мероприятийĕсен пĕрлехи календарĕ. Вăл канăва мĕнле йĕркелемеллине маларах палăртма, вăхăта усăллă ирттерме, тăван тăрăхра çĕннине уçма май парĕ. Туристсене вара республикăпа паллашма май парĕ. Июнь уйăхĕ валли афиша хатĕр ĕнтĕ. Кĕçех ятарлă сайт та пулĕ. Шанатăп: çулла хаваслă иртĕ, çĕнĕлĕхпе, савăк кăмăлпа, тăван çĕршĕн мăнаçлăх туйăмĕпе пуян пулĕ. Çуллана пĕрле ирттерер - Чăваш Ене чĕререн юратса!

Уяв сĕмĕ пур çĕрте те палăрчĕ: илĕртỹллĕ юрă-ташă, хаваслă кĕвĕ. Ăсталăх çурчĕн кружокĕсене çỹрекенсем интерактивлă лапамра ирттернĕ мастер-классем ачасенче ăшă туйăмсем çуратрĕç. Мидхат Шакиров ỹнерçĕ çитĕнекен ăру Пĕтĕм тĕнчери конкурса хутшăнса тунă ỹкерчĕксемпе паллаштарчĕ. Уява вĕренекенсем, ача садне çỹрекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, округра пурăнакансем, туслă çемьесем хутшăнчĕç.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйăн пулăшуçи Светлана Ибетова, окургри Ашшĕсен канашĕн ертỹçи Николай Андреев саламларĕç.

Рудольф Васильевич округ администрацийĕ ачасемшĕн тăрăшассине мала хунине пĕлтерчĕ: "Эпир кашни ача пур енлĕн аталанса ỹстĕр, паха пĕлỹ илтĕр, хăйĕн пушă вăхăтне тивĕçлипе усă куртăр тесе тăрăшатпăр. Округра ача сачĕсене, шкулсене, спорт объекчĕсене юсатпăр, çĕннисене тăватпăр. Ку чухнехи лапамсем йĕркелетпĕр тата ытти нумай пуçару та пур".

Ыр кăмăллăх акципе килĕшỹллĕн марафона хутшăнса Рудольф Васильевич хăйĕн тỹпине фонда пĕрремĕш хыврĕ. Пуçарăва ырласа ачасен ашшĕ-амăшĕ тата ыттисем QR-кодпа телефон урлă укçа куçарчĕç. Муниципалитет округĕнче пурăнакансене акцие хастар хутшăнма ыйтатпăр. Айтăр-ха, çитĕнекен ăру ỹсĕмне пĕрлехи вăйпа хаваслăрах тума тăрăшар.

Кăçал пухăннă укçа-тенкĕ Патăрьелĕнчи "Хĕвел" ача садĕнче "Спортив - Град" туристла маршрутсен мини-паркне тирпейлеме усă курăнать.

Уявра Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем юмахсенчи сăнарсене куç умне кăларчĕç.

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика