Трактор рульне автоматпа улăштарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2025, 21:34 Просмотров: 189

Ирхи шуçăмпах вăранать ял халăхĕ. Хĕвел ури пусиччен пурнăçламалли ĕçĕ çителĕклех. Малтанах кил картинчи выльăхсене пăхмалла. Ĕнесене сумалла. Самăртма хупнисене апатлантармалла. Çичĕ уйăх ытла килте пулманран унта-кунта пăта çапмалли те тупăнать. Çурхи çумăрсем хыççăн курăк та ỹссе кайнă. Вĕсене вăхăтра çулмалла. Пĕр лаптăкра çак ĕçе пурнăçлама ĕлкĕрнĕччĕ-ха Анат Туçари Геннадий Кузнецов. Сывлăм типнĕ хыççăн тепĕрне куçмалла.

Ял сывлăшĕпе киленсе ĕçлет вăл. Кашни хирĕç пулан та уншăн тус-тăван вырăнĕнчех. Пурте ăшшăн алă тытса саламлаççĕ. Мирлĕ пурнăçа сыхлама кайнишĕн хĕпĕртеççĕ. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче вăл 57 çул тултармалла.

- Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче Украинăри ятарлă çар операцине кайма контракт çыртăм. Мĕншĕн çамрăксене çеç алла хĕç-пăшал тыттармалла? Пурăнса та курман вĕт-ха вĕсем. Пирĕн шăнăрсем хытнă. Аслă çулхисем татах та пур. Кỹршĕллĕ Туçа тата Вăтаел ялĕсенченех. Акă, Шăмăршă округĕнчен пĕри 64 çул тултарать. Елчĕкри Кушкă ялĕнчен те Николай Тихонов пирĕнпе пĕрле. Çар ĕçĕсен ветеранĕсем эпир.

Пĕр союзлă республикăра пурăннă-çке иртнĕ ĕмĕрте. Çар тивĕçне икĕ çул Азербайджанра пурнăçланă. Ун чухне тăванран та тăван пулнă вĕсемпе. Халĕ урăхларах,- тет Геннадий Федорович.

Малтанах вăл передовойне лекнĕ. Уйăхран вара техникăна юсакан çĕре куçарнă. Аккумуляторщик вăл. Вăрçă хирне тухакан мĕн тĕрлĕ техника пур, çавсене пурне те юсава кунта илсе килеççĕ. Хăйсем "чун кĕртейменнисене" ăстарах специалистсем пурнăçлаççĕ. Электроникăна "сиплеме" кансĕртерех тепĕр чухне.

Шутлă кунсем часах иртеççĕ. Кану кунĕсем те вĕçленеççĕ. Тепĕр чухне блиндажра пилотсăр вĕçсе килекен аппаратран асăрханса ларнă чухне вăхăчĕ шумасть те çав.

Çарти пурнăç япăххине каламасть. Кунне 3 хутчен апатлантараççĕ. Ĕçре хуралнă тумтире çуса паракансем пур. Хĕллехи сивĕ çанталăкра каланка хăйсемех хутаççĕ. Мунча блиндаж çумĕнчех. Çăвăнса тасалма та пулать. Апат хатĕрлеме май пур. Çывăхри ялти лавккана тухса кĕреççĕ. Гуманитари пулăшăвĕпе пыракансем пур. Унта пурăнма юлнă ватăсем мирлĕ пурнăçа тавăракансене тав тунине каласа парать.

Геннадий килтисене пăшăрхантарас мар тесе телефонпа çыхăнсан та ытларах хăй калаçма тăрăшать. Ял-йыш, тăвансем, кỹршĕ-аршă çинчен ыйтса пĕлет.

Пурнăçа хăрушлăх кăларса тăратакан самантсем çар операцийĕпыракан территоринче кашни кун тата кашни утăмрах. Салтаксен вĕсене чылай чухне аса илес те килмест.

"Ятарлă çар операцине хутшăнакана" медале тивĕçнĕ вăл. Тав çырăвĕсем те темиçе.

Юлташĕсенчен тăванĕсем патне сахал мар ăшă саламсем илсе килнĕ. Каялла та пушăлла каймасть. Тăван йăваран килнĕ кирек мĕнле япала та çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм, вăй-хăват хушать. Патăрьел муниципалитет округĕнчен пĕчченех вăл. Улатăр, Çĕрпỹ тăрăхĕсенчен пур. Вĕсен çывăх çыннисем кучченеçсем парса ярасшăн-мĕн.

"Вăрçă пĕтмесĕр, нацистсене çапса аркатмасăр таврăнмастăп. Манăн çапăçура пуç хунă юлташсемшĕн, ентешсемшĕн тавăрмалла. Çĕнтерỹ пирĕн енче пулать",- тет патриот.

"Гвардеец", "Звезда" кооперативсенче механизаторта ĕçленĕскер тăван хуçалăх уй-хирне вăхăтĕнче темиçе хут та калле-маллĕ хутланă: сухаланă, акнă, вырнă, çапнă. Тракторист удостоверенине вăл Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă чухнех илме пултарнă. Салтака каяс умĕн ДОСААФра водителе вĕреннĕ. Прави халĕ те пур.

Техника рульне автоматпа улăштарасса нихăçан те ĕмĕтленме пултарайман. Анчах кунти хастарлăх вăрçă хирĕнче кирлине вырăна хунă. Хăйĕн шухăшне çынсемпе пайлама та шутламан. Тĕрĕс те тунă. Пĕлтернĕ пулсан мăшăрне те йывăрччĕ. Хĕрарăмăн куççулĕ çиелте вĕт.

 Кануран кайнă чухне вара хĕраснашшĕ-хĕраснамăшĕ, ял старости, тус-юлташĕ, тăванĕсем пил панă. Сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма, тăван киле сывлăхпа каялла килсе кĕме ырă суннă.

Чăн-чăнах патриот тесе калас килет Геннадий Кузнецова. Çавăн пеккисене пула эпир канлĕ çывăратпăр. Ун тĕслĕхĕпе ыттисем те хавхаланасса шанатпăр. Ахальтен мар ывăл çуралсан мĕн ĕлĕкрен кашни амăшĕ салтака юрăхлă пултăр тенĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика