Валерий Салмин - тĕлĕнмелле çын...

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2025, 21:42 Просмотров: 154

Чылай çул каялла "Авангард" хаçатра "Тĕлĕнмелле çын!" рубрикăпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хăйне евĕр пултарулăхпа уйрăлса тăракан хастар çынсем пирки материалсем пичетленчĕç. Çак рубрикăна уçма "хистекенĕ" шăпах Тури Туçара пурăнакан Валерий Иванович Салмин (сăн ỹкерчĕкре) пулчĕ. Вăл чăнах та тĕлĕнмелле çын!

Паян тăххăрмĕш теçеткене ваклакан пултаруллă та пысăк эрудициллĕ пенсионер чун хĕлĕхне пурнăçа май йĕркелеме пĕлнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Çулсем пĕрин хыççăн тепри черетленни ăна тунсăх та, чăрмав та кỹмест... Вăл паян та вашават-ха. Ял, округ пурнăçне те хастар хутшăнать, юрлама-ташлама та юратать, аслă ăру хушшинче йĕркелекен спорт, культура ăмăртăвĕсенчен те юлмасть... Çав вăхăтрах хисеплĕ ĕç, спорт ветеранĕ, вăрçă ачи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ, халăх академикĕ, чылай кĕнекепе çивĕч статьясен авторĕ Валерий Салмин хăй хыççăн ырă йĕр хăварас, ял историне, халăх культурине ламран-лама куçарса пырас тесе те çулне кура мар пархатарлă ĕç туса пырать. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин хисеплĕ краевечĕ хăй çуралса ỹснĕ кил-çурт таврашĕнче музей-архив уçни. Унта ял, округ историйĕпе çыхăннă паха материалсем упранаççĕ. Кунтах Салминсен йăх-несĕл аталанăвне те тĕплĕн пĕлме пулать. Паян вăл СССР летчик-космонавчĕ А.Г.Николаев ячĕпе хисепленсе тăракан Шуршăлти музей филиалĕ шутланать.

 Виçĕ аслă пĕлỹ илнĕ анлă тавра курăмлă халăх академикĕн пурнăç çулĕ те, творчество каçалăкĕ те, биографийĕ те пуян. Ун пирки нумай çырма, ырă сăмах калама пулать. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрлеме чарăннă çул, 1945 çулта июнĕн 4-мĕшĕнче Туçара çуралнă. Ача чухнех вăр-варлăхпа, çивĕч ăспа палăрнă. Тăван ялта вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. Иккĕмĕш курсран вăхăтлăх вĕренỹ татăлать, салтака каять. Çар тумне хывнă хыççăн аслă шкулта историпе обществознани факультетĕнче вĕренĕве малалла тăсать. Каярахпа Шупашкарти ял хуçалăх академинче куçăмсăр майпа экономиста вĕренсе тепĕр специальность алла илет. 1972 çулта çамрăк специалист Елчĕк районĕнче физика, акăлчан, истори, географи предмечĕсене вĕрентет, 10 çул коллективпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлет.

Каярахпа та Валерий Иванович тĕрлĕ должноçра тăрăшса хăйĕн ĕçри пултарулăхне, çивĕч ăсне кăтартать: РОНО инспекторĕ, ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕнче преподаватель, колхозсемпе совхозсенче тĕп экономист, Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тата ытти те

. Валерий Ивановичăн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Кирек мĕнле ĕçе те вăл чун-чĕререн парăнса пурнăçлать. Ĕç ветеранĕ - паянхи çамрăксен наставникĕ. Кашни тĕл пулурах вăл вĕсемпе сывă пурнăç йĕркипе тарăн пĕлỹ чăн малтанах ырă малашлăха çул уçни пирки калаçу пуçарать. Салминсен çурт-музейĕ шăпах çамрăксене тĕрлĕ енлĕ информаци илме пулăшакан пĕлỹ "çăлкуçĕ". Кунта шкулсенчи учительсем музее килсе ачасемпе уроксем те ирттереççĕ.

Ĕмĕтпе пурăнакан çунатлă теççĕ. Валерий Салмин ĕç ветеранĕ те çаплах. Паян 80 çул тултарнă ĕç ветеранĕшĕн чи кирли тата пĕлтерĕшли - хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртме пултарни. Истори, архив, шырав-тĕпчев ĕçĕ - уншăн чун киленĕçĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ мĕн çамрăкран тĕнче уçлăхĕн вăрттăнлăхĕ канăç паман хастар ватлăхра хăйĕн тăван ашшĕ-амă- шĕн çурт никĕсĕ çинче пуян музей уçрĕ те. Темиçе çул каялла Чăваш халăхĕн академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин ăна чăваш халăх академийĕн А. П. Айдак ячĕллĕ "За службу народу" орденне парса чыс тунă май, Туçан пуçаруллă ветеранĕн - Валерий Иванович Салминăн - пархатарлă ĕçне пысăк хак пачĕ. Вăл çавăн пекех нумай пулмасть çеç Раççей Космонавтика Федерацийĕн "Медаль А.Н.Николаева" медальне илме тивĕçнĕ.

Ватă (ун пек калас та килмест) çулне кура мар паян та старта тăма хатĕр. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан хастар уйрăмах çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. 55 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан Полина Кирилловна мăшăрĕпе юратнă ачисем, мăнукĕсем унăн ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме, çĕнĕ çитĕнỹ тума хавхалантарса пыракансем.

 Альбина ЕГОРОВА

 Редакцирен:

вăхăтĕнче пĕрле "Авангард" хаçата кун çути кăтартнă ĕçтешĕмĕре, обществăлла корреспондента Валерий Салмина сумлă юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика