Çут тĕнчене ача килни çемьешĕн чи пысăк савăнăçсенчен пĕри. Çавăн пекех православи тĕнне ĕненекен ашшĕ-амăшĕпе çывăх çыннисемшĕн асра юлмалли тепĕр пулăм - пепкене тĕне кĕртни. Яваплă утăма хăçан тумалла-ха тата хреснашшĕпе хреснамăшĕ пулма суйланисен мĕн пĕлмелле? Çак тата ытти ыйтусене Виç ипостаçлĕ Таса Турра асăнса Туçара лартнă чиркỹ настоятелĕпе Николай Марков протоиерейпе хускатрăмăр.
- Раштавăн 7-мĕшĕнче Иисус Христос çуралнине паллă тăватпăр, февралĕн 15-мĕшĕнче - Сретени уявĕ. Шăпах çав кун, этемлĕхе çăлакан çут тĕнчене килни 40 кун çитсен Таса хĕр Мария ывăлне Иерусалим храмне илсе кĕнĕ. Çакна шута илсе çуралнă ачана 40 кун иртсен тĕне кĕртме юрать, нумая тăсмалла мар. Ыранхи куна эпир пĕри те пĕлместпĕр, куна шута илмелле. Чирлĕ çуралнă, вилĕмпе пурнăç хушшинче тăракан ачасене маларах та тĕне кĕртме тивет. Вĕсене эпир ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе чиркỹре мар, больницăрах таса шыв сапса тата хăш-пĕр йăла-йĕркене ирттерсе хĕрес çактаратпăр. Сывалнă хыççăн вара аслисем йăха тăсакансене Турă çуртне илсе килсе миро çуне сĕртереççĕ.
Пепке çут тĕнчене çылăхпа килет. Шыва чиксе кăларни, тĕне кĕртни шăпах ăна çав çылăхсенчен тасалма пулăшать, çакăн хыççăн хĕрес çакатпăр. Турă чурине малалла ангел сыхлама пуçлать.
- Хреснашшĕпе хреснамăшĕ пулма камсене суйласа илмелле-ха?
-Турра ĕненекенсене, православи тĕнне кăмăллакансене суйласа илмелле. Вĕсем шăпах хăйсем тытакан ачашăн Турă умĕнче яваплă. Хреснашшĕпе хреснамăшĕн ывăлне е хĕрне чиркĕве илсе килсе пая кĕртсе сыптармалла, хăйсен те пĕрле çак утăма тумалла. Ачана унăн Ангел кунĕнче саламланипе пĕрлех кĕлĕ çуртне çитсен те аван, пая кĕртсен тата лайăх. Шел пулин те, чылай чухне хреснашшĕпе хреснамăшĕ хăйсен чăн тивĕçне пурнăçламаççĕ. Вăхăт иртнĕçем хăшĕ-пĕри кумĕпе е куммăшĕпе тĕрлĕ сăлтавпа çыхăну тытма пăрахать, çакăн пек чухне урăх çынна ачин хреснашшĕ е хреснамăшĕ тăвас текен те пур. Ун пеккисене вара: "Эсир Тĕн символĕ пĕлетĕр-и? Унта "Пĕрре анчах тĕне кĕмеллине пĕлсе тăратăп" тесе çырнă йĕрке пур", - тетĕп. Эпир пĕрре анчах тĕне кĕме пултаратпăр, кумсемпе куммасене те урăххисемпе улăштараймастпăр.
Пулас хреснашшĕпе хреснамăшĕн 14 çултан аслăрах пулмалла, чиркĕве килес умĕн "Эй, Çỹлти Аттемĕр", "Турра çуратнă хĕр савăн", "Тĕн символĕ" пĕлмелле. Пăхмасăр калайманнисене хут çинчен пăхтарса вулаттаратпăр. Тĕрĕссипе, вĕсене православи тĕнне ĕненекен кашни çыннăн пĕлмелле. Çавăн пекех Турă умĕнче ачашăн явап илекенсен çулталăкне пĕрре те пулсан пая кĕмеллех. Çумра кашнийĕн хĕрес пулмалла. Ачана тытмашкăн пысăк ал шăллисем кирлĕ, ытти япаласем чиркỹре пур.
Пепкене ăçта тата хăш чиркỹре тĕне кĕртесси çыннăн хăйĕн ирĕкĕ. Пирĕн пата ют тăрăхсенчен те килеççĕ. Паллах, хамăр пурăнакан прихутра яваплă утăма тусан авантарах, анчах никама та каялла çавăрса ямастпăр.
- Эсир ангел кунĕпирки каларăр. Çуралнă е пачах урăх кун пирки кунта сăмах пырать?
- Ачана хăш çветтуй ячĕпе тĕне кĕртнĕ, çавна асăнакан кун унăн ангел кунĕ пулать. Хăш-пĕр ят çулталăкне темиçе те тĕл пулать, ун пек чухне çуралнă кун хыççăнхи çветтуй ачана хăйĕн хỹтлĕхне илет. Паллах, чиркĕве кĕрсе кашни уявра çурта çуртсан, сывлăхшăн просфор кастарсан та аван.
Эпир çуралнă куна ирттерме маларахах хатĕрленме пуçлатпăр, апат-çимĕç туянатпăр, хăнасене чĕнетпĕр... Çут тĕнчене килнĕ кун хамăрăн чуншăн тăрăшса пая кĕме тăрăшмалла, çавăн пекех ангел кунĕнче те чиркĕве каймалла.
Йăха тăсакансене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ашшĕпе-амăшĕн, хреснашшĕпе хреснамăшĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшмалла. Çак ĕçе пепке пĕчĕк чухнех пуçăнмалла. Ачасене чиркỹре сыптарни, çветтуйсен пурнăçĕпе, уявсемпе паллаштарни чунĕсенче ырăлăха аталантарма, усала хирĕç тăма пулăшаççĕ.
Ольга ПАВЛОВА калаçнă
Июль 2025 |