Ачасене - тĕрĕс воспитании

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2025, 21:45 Просмотров: 148

 Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси - çитĕнекен ăрăва таса кăмăл-сипетлĕ воспитани парассин пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри.

Патриотла воспитани парассине уçăмлатса çакна каламалла: ачасем обществăра пулса иртекен ĕçсемпе, культурăпа, историпе кăсăкланччăр тесе условисем туса памалла. Вĕсен тавракурăмне аталантарни пурнăçа чухласа, тĕрĕс ăнланса хак пама май парать. Обществăра хутшăнса пурăнма хăнăхтарса ỹстересси кулленхи ĕç-пуçра, вăйăпа ĕçре ăс-тăн тата кăмăл-сипет факторĕсене çыхăнтарса пырса пурнăçланать. Патриотлăх туйăмĕн никĕсĕ шкулчченхи ỹсĕмре хурăнать. Ача садĕнчи патриотла воспитани тĕллевĕ - шкул çулне çитменнисене Тăван çĕршыва юратма, унпа мăнаçланма хăнăхтарса ỹстересси. Хăй пурăнакан тавралăха, çĕре хисеплеме вĕрентес тесен ачасене мăн асаттесен культурипе паллаштармалла. Шăпах тăван халăх историне тата культурине пĕлни малашнехи пурнăçра ытти халăхсен йăли-йĕркине хисепе хурса хаклама хăнăхтарать. Тăван çĕршыв ăнлавĕн анлăлăхне шута илсе патшалăх символикисене (гимне, ялавне, гербне) хисеплес туйăма çирĕплетмелле. Çĕршыв çыннисен çитĕнĕвĕсемшĕн мăнаçланассине, тĕрлĕ халăх пурнăçĕпе, культурипе, историпе кăсăкланассине аталантармалла.

 Шкул çулне çитмен ачасен патриот туйăмне вăратас тĕллевпе эпир паллă вырăнсем, музей, выставка, палăк, тĕрлĕ професси çинчен каласа паратпăр. Хамăр ĕçре кашни çемье тата ача интересĕсене шута илетпĕр. Шăпăрлансенче пĕчĕклех тăван киле туртăнаслăх туйăма аталантарсан аслăланнăçемĕн вĕсем хамăр çĕршыва юратакан, унăн ятне çỹле çĕклеме тăрăшакан çынсем пулĕç. Чăннипех те патриотла воспитани парас ĕçĕн тĕп тĕллевĕ - ачасен чĕрисенче тăван тавралăх, çемье, кил, çĕршывăн культурипе истори патне илсе çитерекен туйăма хускатасси.

Алена АРЛАНОВА, Туçари ача сачĕн воспитателĕ

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика