Юрий Прискина хисеплесе - волейбол турнирĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2025, 22:19 Просмотров: 138

СИТЕЛĔНЧИ клуб умĕнчи лапамра Юрий Павлович Прискина хисеплесе тата асра тытса волейбол турнирĕ иртнĕ. Ăмăртăва хапăл тунă ентешсем тăватă ушкăна пайланнă. Кашни команда çĕнтерỹшĕн çивĕч тупăшнă. Турнирта "Молодежка" команда пуринчен те ăста выляса çĕнтерỹçĕ пулнă. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине "Ударник" команда тăнă. Виççĕмĕш вырăнта - "Победа" команда спортсменĕсем. Шкул ачисен ушкăнĕ вара хавхалантару парнине тивĕçнĕ.

Турнира хутшăннисене Юрий Степанов ял старости тата Юрий Павлович ачисем ăнăçу суннă, хисеплĕ ентеше манманшăн, ырă йăлана малалла тăсса пынăшăн тав тунă. Чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ уява тата ытларах пуянлатнă.

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика