Июнĕн 9-мĕшĕнче муниципалитетра республикăри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ. Ăна Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков Треньелĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ умĕнче кĕтсе илчĕç.
ФАПа "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн хута янă. Кунта фельдшер пулса "Земство фельдшерĕ" программăпа килнĕ Екатерина Михайлова ĕçлет.
Мероприятие килнĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп терапевчĕ Лариса Тарасова тата Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман пĕтĕмĕшле врач практикин специалисчĕ Валерия Маленкова самана таппине кура хăтлăлатнă сиплев çуртĕнчен тĕслĕх илмелĕх пуррине каларĕç.
Округ пуçлăхĕ Рудольф Селиванов республикăри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕпе Наталия Николаевнăпа тата Тăрăн территори пайĕн пуçлăхĕпе Николай Рубцовпа июлĕн 12-мĕшĕнче 100 çул тултаракан, "Эпĕ - Хĕрарăм" конкурса хутшăннă Анастася Пыркинăна саламлама кĕчĕç. Наталья Алексеевна Анастасия Ивановнăна Раççейри Хĕрарăмсен канашĕн "Çĕршыв хĕрĕсене" медальпе чысларĕ. Сăкăтра 1930 çулта çуралнă Анися Кушникова "СССРта çуралнисем" паллăна тивĕçрĕ. Вăл та Хĕрарăмсен канашĕ йĕркелекен конкурса кĕнĕ.
Мероприятин малалли пайĕ Патăрьелĕнчи тĕп больницăра "Хĕрарăм витĕмĕ сывлăхпа нумай çул пурăннинче" темăпа çавра сĕтел хушшинче тăсăлчĕ.
Республикăри Хĕрарăмсен канашĕн Патăрьел округĕнчи уйрăмне "Юмах" ача сачĕн заведующийĕ Алена Горшкова ертсе пырать. Çак пĕрлĕх тĕрлĕ сферăра вăй хуракан 200 ытла хĕрарăма пĕрлештерет. Алена Александровна 2024 çулхи тата кăçал халиччен тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, малашлăхри тĕллевсем пирки чарăнса тăчĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Июль 2025 |