ЧĂВАШ Республикинчи вĕрентỹ министерствин сайтĕнчи ырă хыпар çил пек хăвăртлăхпа сарăлчĕ. Вырăс чĕлхипе пĕрлĕхлĕ экзамен тытнă выпускниксенчен республикăри 12 каччăпа хĕр тĕрĕслев ĕçĕнче 100 балл пуçтарнă! Вĕсенчен виççĕшĕ вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти чиперккесем: Лилия Ляллина, Эльвина Хамидуллова тата Софья Синеева.
Сăмах май каласан, виçĕмçул, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти тăватă выпускник ППЭре вырăс чĕлхипе тата обществознанипе чи пысăк балл пуçтарнăччĕ. Пĕлтĕр вара Юлианна Паймуллина хими тата биологи предмечĕсемпе хăйĕн пултарулăхне кăтартса тĕлĕнтерчĕ, вĕсемпе 100шер балл илчĕ. Çакă вĕрентекенсен професси ăсталăхĕ пысăк пулнине те, ачасем анлă тавра курăмлă çитĕннине те кăтартса парать.
Июль 2025 |