Паркри илеме упрар пĕрле

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 16:43 Просмотров: 125

ХУЛА хăтлăхĕн программипе тăвакан Патăрьелĕнчи кану паркĕ çулсеренех хăтлăланса, капăрланса пычĕ. Паркра паян утса çỹреме те, канса ларма та кăмăллă. Ачасем валли тĕрлĕрен чуччу, уйрăм лапам та пур. Аслисем те кунтах хăйсене валли чун киленĕçне тупма, тĕрлĕрен тренажер хатĕрĕпе хул-çурăмне тĕреклетме пултараççĕ. Округ центрĕнчи парк чăннипех хуларисенчен пĕрре те кая мар. Анчах çак илеме курма, хаклама пĕлменнисем кунти çутă юписенчи лампăчкăсене тăпăлтарса кăлараççĕ, капăр саксене йăвантараççĕ, шăпăрлансен ярăнмалли чуччуне тата ыттине те сĕмсĕррĕн çĕмĕреççĕ, ватаççĕ... Çакăн пек илеме нĕрсĕрлетме мĕнле аллисем çĕкленеççĕ-ши?

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика