Акапуçпа Çĕр-аннемĕр туйĕ пире вăй-хал кỹрет сĕм авалтан (Малалли)

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 16:48 Просмотров: 76

Спорт туслаштарать, кăмăл-туйăма çĕклет

 Акатуй-Сабантуй çулленех спорт мероприятийĕсенчен пуян. Кăçал та пĕр арена та пушă тăмарĕ, куракансем те йышлăн пулчĕç. "Чирлекенсем" кăшкăрса та шăхăрса хавхалантарчĕç.

 Спорт лапамĕсенче тĕрлĕ енлĕ ăмăртрĕç. Пурин те çĕнтерỹçĕ пулас килчĕ. Çăмăл атлетсен эстафети, кĕрешесси, йывăр атлетика, кире пуканĕ йăтасси, алă вăй виçесси... йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Кĕрешекенсем патĕнче çын нумайччĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе çамрăксем хушшинче Кивĕ Катекри Максим Леонтьев, аслисенчен Ишлĕри Иван Кутузов паттăра тухрĕç. Çавăн пекех Максима корэш енĕпе те çитекенни пулмарĕ.

 Хĕрсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе Патăрьелĕнчи Арина Огурцова çĕнтерỹçĕ пулчĕ.

 Чăваш наци кĕрешĕвĕпе Шăнкăртамри Булат Тумаков, корэш енĕпе аслисем хушшинче Шăнкăртамри Ранис Кардонов паттăр ятне тивĕçрĕç. Вĕсем пурте Акатуй-Сабантуйăн тĕп парнине - такана - хулпуççи çине хурса кавир тавра мăнаçлăн çаврăнчĕç.

Старта пулас олимпиецсем те тăчĕç. Вĕсем велосипедпа 400-шер метр ярăнчĕç. Пĕрремĕш вырăна Кзыл Камышри Данир Ахмадеевпа Шупашкар хăни Елизавета Кадеева йышăнчĕç.

 Вăтам шкулсем хушшинчи эстафетăра Первомайскисем çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди йышăнчĕ.

 Ветерансем 800 метра чупрĕç. 60 çула çитичченхи спортсменсенчен чи пултарулли Тикешри Александр Кузьмин пулчĕ. Аслăраххисенчен яланхиллех Хурама Тварти - Терентий Давыдов.

100 метра чупакансенчен пьедестал картлашкисене пурне те Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекенсем йышăнчĕç. Малта Артем Ильбеков, ун хыççăн финиша Тимофей Осипов, виççĕмĕш Тимофей Краснов кĕчĕç. Арçынсенчен Первомайскинчи Марат Лукин малта , иккĕмĕш Патăрьелĕнчи Андрей Тихонов пулчĕç.

Çамрăксем 800 метра та кĕске вăхăтра парăнтарчĕç. Пĕрремĕш вырăнта - Турханти Максим Чемеров, иккĕмĕшĕнче Павел Пятаков, виççĕмĕшĕнче Пăлапуç Пашьелĕнчи Артем Тихонов.

Хĕрачасенчен каллех Первомайски вăтам шкулĕнчи Кристина Иванова малта. Иккĕмĕшĕнче Нăрваш Шăхалĕнчи Магдалина Егорова, ун хыççăн Татьяна Федорова çитрĕ.

100 метра чупассипе те Нăрваш Шăхальсем палăрчĕç. Екатерина Юрмина пĕрремĕш, Анастасия Ефимова виççĕмĕш финиша кĕчĕç. Иккĕмĕш вырăна вара Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнчи Эвелина Камышова тухрĕ.

Велоспорт пирĕн муниципалитет округĕнче тахçантанпах хисепре. 2014-2015 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен финиша чи малтан Шупашкартан килнĕ Василий Кадеев кĕчĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи Иван Едифановăн вăхăчĕ кăштах унран ытларах. Шăнкăртамри Тимур Налиба виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

 Хĕрсенчен Нăрваш Шăхалĕнчи Дарья Иванова хăй хыççăн çитнĕ И.Афанасьевăпа А.Петрова кăтартăвĕсемпе савăнать.

2011 çулта тата маларах çуралнă яшсемпе хĕрсем те 5 çаврăма çăмăллăн парăнтарчĕç. Турханти Глеб Фомин пĕрремĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи Степан Едифанов иккĕмĕш, Арсений Григорьев виççĕмĕш çитрĕç.

Хĕрачасенчен каллех Нăрваш Шăхальсем спортпа пиçĕхсе ỹсни курăнчĕ. Малта Е.Иванова, иккĕмĕшĕнче Н.Ефимова, виççĕмĕшĕнче М.Егорова пулчĕç.

 Мас-рестлингпа та ăмăртрĕç кăçал. 70 килограмлă виçерен ытлараххисем хушшинче Хирти Пикшикри Эльвина Земдиханова абсолютлă çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Патăрьелĕнчи Анжела Яковлева иккĕмĕш, Ыхра Çырминчи Р.Алеева виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

 Алă вăй виçессипе тĕрлĕ шайри ăмăртусенчен çитĕнỹпе таврăнаççĕ Юхма Енпе Пăлаçи çамрăкĕсем. Акатуй-Сабантуйра вара 60 килограмчченхи виçепе алă вăй виçекен хĕрсенчен Тутар Тимешĕнчи Эльвина Сафина пĕрремĕш, Чăваш Ишекĕнчи Анастасийăпа Дарья Красновăсем иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç.

Арçын ачасенчен Шăнкăртамри спорт мастерĕн кандидачĕсем Роберт Шакуровпа (пĕрремĕш) Нияз Шакуров (иккĕмĕш) вырăнсенче.

Арçынсенчен Шăнкăртамри Эмиль Хакимов парнене тивĕçрĕ. 50 килограмм таранчченхи виçепе ăмăртса Турханти Мария Федотова пĕрремĕш пулчĕ. София Раськина иккĕмĕшне, Ксения Кудрявцева виççĕшне тухрĕç.

80 килограмм ытларах виçепе финала Патăрьелĕнчи спорт мастерĕн кандидачĕ Арслан Алеев тухнăччĕ, вăлах çĕнтерчĕ.

Волейбол турнирĕнче "МастерÇ" команда мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - "Батыр" ял хуçалăх кооперативĕ.

Пляж волейболĕ те илĕртỹллĕ пулчĕ. Çĕнтерỹçĕ команда - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем.

Кăçал Акатуй-Сабантуйра çĕнĕлĕх те пулчĕ. Дуатлон дисциплинипе ăмăртрĕç. 2017-2018 çулсенче çуралнисенчен (дистанцийĕ 200-400-200) Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Василиса Лепешкина мала тухрĕ. Арçын ачасенчен Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Рияз Азмуков палăрчĕ.

2015-2016 çулсенче çуралнисен дистанцийĕвăрăмрах пулчĕ:400-800-400. Финиша малтанах Турханти вăтам шкулти Елизавета Матвеева, Патăрьелĕнчи Исмаиль Янтыков кĕчĕç.

2013-2014 çулсенче çуралнисенчен Турханти вăтам шкулти Милана Алексеева пултаруллă пулчĕ. Арçын ачасенчен Шăнкăртамри Карим Камалдинов малта.

Ỹсĕм çулĕпе аслăраххисенчен Патăрьелĕнчи Самира Салиховăпа Даниил Иванов малти вырăна никама та памарĕç.

Акатуй-Сабантуя яланхи пекех урхамахсен ăмăртăвĕ илем кỹчĕ. Лашасем чупнине курма ватти-вĕтти пухăнать. Çĕнтерỹçĕ Шăмăршă муниципалитет округĕнчен пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна Кивĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ Николай Пыркин хăйĕн учĕпе тухрĕ.

 Уяв пурне те савăк кăмăл парнелерĕ. Спортпа туслисен йышĕ ỹссе пыни чăннипех те савăнтарать.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика