Аталану çулĕпе - çирĕп утăмпа

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 16:49 Просмотров: 71

2025 çул пуçламăшĕнче, тĕрĕсрех каласан, февралĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Патăрьел муниципалитет округĕнче Правительство кунĕ иртрĕ. Правительство членĕсемпе, ведомствăсен министрĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура Юхмапа Пăла тăрăхĕн 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкернĕ хыççăн (хăш-пĕр сĕнỹсемсĕр пуçне) Патăрьелсен сумлă ушкăн умĕнче пите хĕретме тивмерĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мероприятие пĕтĕмлетсе "Патăрьелсен малашлăхĕ пысăк. Хальхи вăхăтра округ Чăваш Енре лайăх аталанса пыракан муниципалитетсенчен пĕри...", - терĕ.

Чăнах та муниципалитет округĕнче юлашки пилĕк çулта ял халăхĕн пурнăçне ырă енне улăштарас, ялта пурăнакансен ыйтăвне тивĕçтерсе наци проекчĕсемпе тата Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн тата ытти программисемпе культура, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене хута ярас, шкулсемпе ача сачĕсене çĕнетес, çулсем тăвас, масар территорисене хăтлăх кỹрес, урăхла каласан ял сăн-сăпатне улăштарас, инфратытăма пуянлатас, çамрăксем валли ялта тĕпленме кирлĕ услови туса парас тата ытти тĕллевпе те сахал мар ĕç тунă. Ку тĕлĕшпе пурнăçа кĕртме палăртнă инвестици проекчĕсемпе программăсем те пайтах. Шăпах çак ыйтусемпе кăсăкланса Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пултăмăр.

- Рудольф Васильевич, кăçалхи июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономине туса хунăранпа 105 çул çитет. Эпир, Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансем, юратнă республикăмăрăн кăнтăр енчи пĕр пайĕ пулнă май, пысăк уява мĕнле çитĕнỹсемпе кĕтсе илетпĕр-ши?

- Ырă кăмăлпа, лайăх кăтартупа, çĕнĕ çитĕнỹсемпе кĕтсе илетпĕр пĕрлехи пысăк уява. Юлашки пилĕк çулта Чăваш Республики, вăл шутра Патăрьел муниципалитет округĕ те палăрмаллах çĕнелсе улшăнчĕ. Тỹшекне кура уруна тăс, теççĕ ваттисем. Çакă, паллах, чăн малтанах бюджет пуянлăхĕнчен килет. Юлашки пилĕк çулта вăл пирĕн 1,5 хут ỹсрĕ, 2020 çулпа танлаштарсан 2024 çулта кашни çын пуçне тивĕçекен тупăш та пысăкланчĕ. Çулсеренех муниципалитет округĕнче тĕрлĕ сферăра тăрăшакансен ĕç укçийĕ ỹс- се пыни те пирĕн экономика тĕрекленнине çирĕплетет.

 - Патăрьел муниципалитет округĕ республикăра грант конкурсне хутшăнас, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе чи хастаррисен ушкăнĕнче. Çакă Юхмапа Пăла тăрăхне хăтлăлатмалли, пуянлатмалли çул-йĕрсенчен пĕри. Эпир ытларах ял хуçалăх отраслĕпе тимлекен округ пулнă май, çакна уйрăммăн палăртса хăварар-ха...

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, республика Правительстви ял хуçалăхне, хушма хуçалăхсене аталантарас тĕлĕшпе пысăк витĕм кỹнипе 2020-2024 çулсенче патшалăх пулăшăвĕпе çĕр ытла çын усă курчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулсеренех бизнес-проектсене пурнăçа кĕртсе çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ, налук пухмачĕ те пуянланать. Акă, юлашки пилĕк çулта çеç 78 инвестици проектне пурнăçа кĕртрĕмĕр, 223 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлчĕ. Çакă, паллах, пирĕншĕн чикĕ мар. Хальхи вăхăтра тепĕр 17 инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе тимлетпĕр. Çĕнĕ объектсем хута кайни тата чылай çынна ĕçпе тивĕçтерĕ.

- Рудольф Васильевич, пирĕн тăрăхра юлашки çулсенче хута кайнă пĕлтерĕшлĕ объектсене е киввисене реконструкцилесе хăтлăлатнине суккăр çын çеç хирĕçлейĕ. Округ центрĕ те, ялсем те сăн-сăпатне улăштарсах пыраççĕ. Çаксем пурте ял халăхĕн ырă малашлăхĕпе çыхăннăскерсем...

 - Паллах, урăхла пулма та пултараймасть. Ку чухне Раççей Президенчĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тĕп тĕллевĕ - çынсене тулли кăмăлпа пурăнма, хавхаланса ĕçлеме, чун-чĕререн канма, сывлăха çирĕплетме кирлĕ услови туса парасси. Эпир те çакна тĕпе хурсах тăрăшатпăр. "Ку чухнехи хула хăтлăхĕ" программăпа 5 обществăлла вырăна (35 миллион тенкĕлĕх) хăтлăх кỹнĕ. Округ центрĕ - Патăрьел - капăрланса пынине те палăртса хăварасшăн: яла пырса кĕнĕ вырăнти стеллăна пĕтĕмпех çĕнетрĕмĕр, ачасен пултарулăх шкулĕ умĕнчи территорие хăтлăлатрăмăр, кунтах Юхма Ен паттăрĕсене чыс туса "Хисеп хăми" уçрăмăр, кану паркне капăрлатрăмăр. 2020-2024 çулсенче муниципаллă программăпа çавăн пекех Патăрьел, Первомайски, Шăнкăртам ялĕсенчи нумай хваттерлĕ çуртсен 34 картиш территорине тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ.

 "Пĕр çын сурать - типсе пырать, çĕр çын сурать - кỹлĕ пулать",-тенĕ ваттисем. Аслă çулхи çынсен каларăшĕ паян шăпах пуçарулăхпа ялсене хăтлăлатас тĕлĕшпе тăрăшакансене пырса тивет. Чăваш Республикин Правительстви йĕркелесе пыракан пуçару бюджечĕн программипе территори пайĕсенче тухăçлă усă кураççĕ. Ял халăхĕн ăнланулăхĕпе, вĕсем пĕр шухăшлă пулнипе нумай ырă ĕç тăватпăр. Кăçал çеç çак майпа 110 миллион тенкĕлĕх 44 проекта пурнăçа кĕртмелле. Патăрьелĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă ĕмĕрлĕх хĕлхемĕллĕ Мухтав обелискне, кăçал тепĕр пилĕк ялти палăка шăпах ял халăхĕн пуçарулăхĕпе юсаса çĕнетрĕмĕр. Ял çыннисен хастарлăхĕпех урамсенчи çулсем те тирпейленсех пыраççĕ. Кăçал та пурнăçа кĕртме палăртнă проектсенчен 25-шĕ (88 миллион тенкĕлĕх) шăпах территори пайĕсенчи çулсене хăтлăх кĕртессипе çыхăннă.

- Патăрьелсемшĕн каяш шывсене тасатакан сооружени кивелни, çавна пулах вăл чăхăмлани çынсене ку таранччен чылай калаçтарчĕ, тарăхтарчĕ темелле. Кăçалтан çак ыйту йĕркеленессе шанатпăр. Çак объектра хальхи вăхăтра хĕрỹ ĕç пырать...

- Кăçал муниципалитет округĕнче тума пуçланă пысăк объектсенчен пĕри - Патăрьелĕнчи каяш шывсене уçласа тасатакан сооружение реконструкцилени. Çĕрпỹри куçса çỹрекен 8-мĕш мехколонна объекта ноябрь уйăхĕнче туса пĕтермелле. Талăкне 500 кубла метр шыва тасатакан сооружени хакĕ 613,4 миллион тенкĕ. Çак проекта пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Алексеевич Николаева чун-чĕререн тав тăватпăр. Сăмах май каласан, "Таса шыв" программипе Шăмăршă тăрăхĕнчен пăрăхсем хурса шыва илсе çитерес ĕçе çĕнĕрен пикенесси те Олег Алексеевич тăрăшулăхĕпех пуçланчĕ, çак ыйтăва вăл Раççей Президенчĕ умĕнче те пĕрре мар çĕклерĕ. 2020-2024 çулсенче пирĕн тăрăхра çичĕ пуск комплексне тунă. Кивĕ Ахпỹрт тата Вăтаел ялĕсенче 17,8 çухрăм шыв пăрăхне хунă. 2025-2027 çулсенче Патăрьелĕн кăнтăр пайĕнче тата Шăнкăртамра 124 çухрăм шыв çулне тумалла.

- Рудольф Васильевич, округра ырă улшăну сахал мар. Çапах та эсир муниципалитет округĕн пуçлăхĕ пулнă май, паян çитĕнекен ăрăва, çамрăксене аталанма туса панă мĕнле ыйту çинче чăн малтан чарăнса тăнă пулăттăр-ши? Çак çĕнĕлĕх паянхи кун мĕнле улшăну тума пулăшрĕ?

- Пирĕн малашнехи пурнăç, пуласлăх - çамрăксен аллинче. Çавăнпа та муниципалитет округĕнче çулсеренех вĕрентĕве кирлĕ пек аталантарас тесе сахал мар укçа-тенкĕ уйăратпăр, инвестици хыватпăр. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республики те пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса пынине палăртмалла. 2023 çулта Кзыл Чишмара уçнă çамрăксен "Сэлэт-Батыр" обществăлла центрĕ Чăваш Енпе Юхма Енĕн пултаруллă та анлă тавра курăмлă ывăл-хĕрне ăс-тăна пур енлĕн аталантармалли "çăлкуç" çеç мар, Раççейри çамрăксемшĕн те кăсăклă та илĕртỹллĕ, усăллă центр пулса тăнине шантарса калатăп. Хăтлă центра уйрăм инвесторсене явăçтарнипе хута ятăмăр. Вăл паян çамрăксене малта пыракан технологисемпе, инновацисемпе, наукăпа, техникăпа, вĕрентỹпе, культурăпа, пултарулăхпа интересленме май туса парать. Çакăншăн ачасем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă.

- Сывлăх сыхлавĕпе культура отраслĕсем те округра тĕп тимлĕхре шутланаççĕ. Вĕсем ку чухне ăнăçлă аталанни - çынсемшĕн çăмăллăх та, хăтлăх та, киленỹ те…

- Сывлăх - кирек камшăн та чи пысăк пуянлăх. Вăл çирĕп пулсан çеç çын вăй парса ĕçлет, тивĕçлипе канать. "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн пулăшăвĕпе юлашки пилĕк çулта округри сакăр ялта çĕнĕ ФАП уçрăмăр. Унсăр пуçне сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилекен программăпа 6 врач амбулаторийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Вырăна тухса йĕркеленĕ Правительство кунĕнче Патăрьелĕнче чĕрепе юн тымарĕсен уйрăмĕ, районсем хушшинчи паталогоанатоми уйрăмĕ ĕçлеме пикенчĕç. Çаксем те халăхăн ыйтăвне шута илсе пурнăçа кĕртнĕ объектсем.

Сывлăх пирки сăмаха малалла тăснă май, округра сывлăха çирĕплетес, спортпа физкультурăна аталантарас тĕлĕшпе те хастар ĕçлетпĕр. Акă, иртнĕ çулхи кăтартупа республикăра сывлăха çирĕплетес тата массăллă спорта аталантарас тĕлĕшпе Патăрьел округĕ муниципалитетсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышĕнчĕ. 2023 çулта та ку енĕпе пире çитекенни пулманччĕ.

"Культура" наци проекчĕн витĕмĕпе те нумай ĕç пурнăçлатпăр. 2020 çултан пуçласа 9 ялти культура çуртне, ачасен искусство шкулне, тĕп вулавăша юсанă, 14 клуб валли 200 миллион тенкĕ ытлалăх оборудованисем туяннă тата ытти те. Кăçалхи Çĕнĕ çула Тури Чакăра хăтлă клуб уçрăмăр. Ун чухне те Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патăрьелсен хастарлăхне, вĕсем ял халăхĕн хăтлă пурнăçĕшĕн тăрăшса чылай ĕç тунине палăртса хăварчĕ. Кăçал çывăх вăхăтрах Татмăшра 49 вырăнлă çĕнĕ клуб хута каймалла. Подрядчик ăна планпа пăхнинчен маларах туса пĕтересшĕн. Çак ĕçсем пурте Республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа, Правительствăпа, влаç тытăмĕнчи ытти яваплă çынсемпе, территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Патăрьелĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсемпе пĕр вăй пулса тăрăшнипе пулса пыраççĕ.

- Тавах сире, Рудольф Васильевич калаçушăн. Патăрьел муниципалитет округĕшĕн малашне те пĕрлехи вăйпа çĕнĕ çитĕнỹсем тума ăнăçу сунатăп сире.

Калаçăва Альбина Егорова йĕркеленĕ

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика