Иван Салмин, Треньел ялĕнче çуралса ỹснĕскер, кỹршĕри Ыхра Çырминчи вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ. Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче мĕн тĕрлĕ кăна йывăç лартса ỹстермен-ши? Хăй пекех ĕçчен те тăрăшуллă мăшăрĕпе, Галина Алексеевнăпа, Мускав тата Шупашкар тăрăхĕсенче кермен пек икĕ хутлă çурт çĕкленĕ. Туслă çемье ывăлпа хĕр çуратса ỹстернĕ. Алешăпа Аня пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Ытарайми мăнуксемпе савăнса çеç пурăнмаллаччĕ те вĕт...
Иван ачалăхĕ çăмăлах пулман. Вăл çурма тăлăх ỹс- нĕ. Йăмăкĕ аса илнĕ тăрăх, мĕн пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхнĕ. Амăшĕпе аппăшĕ ĕçе кайсан, килте иккĕшех юлнă.
Иван Алексеевичшăн куккăшĕ ашшĕ вырăнĕнче пулнă. Ялти ăста платниксенчен пĕри каскалама вĕрентнĕ, ĕçлеме хăнăхтарнă.
Пĕр класра вĕреннĕ ачасем те Иван Алексеевича ырăпа çеç аса илеççĕ. Чăваш Ишекĕнчи çитĕнекен ăрупа вĕсем 32ĕн пĕлỹ пухнă.
Иван ĕçченлĕхпе, хастарлăхпа, тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Лайăх вĕреннĕ. Çар ĕçĕ юратнă уроксенчен пĕри пулнă. Автомата салатса пуçтарма килĕштернĕ. Маршировка чухне çирĕп командăпа уттарнă отряда. Яланах малтисен ретĕнче пулнă.
Иван - паттăрсен йăхĕнчен. Унăн аслашшĕ - Иван Ильич - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен хăрах урапа таврăннă. Кукашшĕ, Иван Алексеевич Алексеев, фронтран килеймен те. Иван Салмин хăйĕн çулне пăхмасăрах хăйĕн ирĕкĕпех ятарлă çар операцине хутшăннă. Ун хыççăн пĕртен-пĕр тăван ывăлĕ - Алеша. "Атте ăçта - эпĕ те çавăнта",- тенĕ вăл. Алексей Иванович - аслă пĕлỹллĕ, ăста специалист. 3 ача ашшĕ. Чи кĕçĕнни - Макар, 10 уйăхра çеç.
Чăн-чăн паттăрсем тăнăç пурнăçра хăйсене палăртсах каймаççĕ, халăх пурнăçĕшĕн, çĕршыв пуласлăхĕшĕн хăрушă вăхăтра вара вилĕм юнашарах çỹренине пăхмасăрах хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçлаççĕ. Иван Алексеевичпа Алексей ывăлĕ - шăпах вĕсен йышĕнче. Салминсем - Раççейĕн паттăр салтакĕсем.
Иван Алексеевич Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлама май тупнă. Паттăр салтак саламĕ пĕр класра вĕреннĕ хĕр-тантăшĕсем патне те çитнĕ. Кĕске калаçура отпуска таврăнсан вăл хаваслă тĕлпулу йĕркелеме шантарнă. Питĕ шел. Юлашки калаçу. Пĕр яваплă хушуран "Дядя Ваня" (позывнойĕ) таврăнайман. Унăн ывăлне те çак шăпах кĕтнĕ.
Ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуçне хунă Иван Алексеевичпа Алексей Иванович Салминсен ячĕпе Асăну хăми уçнă май Треньелĕнче иртекен мероприятие халăх питĕ йышлăн пухăннă. Паттăрсен умне пуç тайма килнĕ вĕсем. Ыхра Çырминчи вăтам шкултан, Треньелĕнчи ача садĕнчен килнисем юрă-ташăпа Раççей салтакĕсен паттăрлăхне кăтартнă.
Йывăр, калама çук пысăк çухату. Савăнса пурăнмалли вăхăтра çĕршыв хỹтĕлевçисем пиртен яланлăха уйрăлса каяççĕ. Тарăн сурана вăхăт та сиплеймĕ.
Вĕсем çĕршыв пуласлăхĕшĕн, çĕр çинчи телейлĕ пурнăçшăн пуçне хунă. Паттăрсен ырă ячĕ халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.
Валентина АЛЕКСЕЕВА
Июль 2025 |