Яваплăхпа тăрăшакан яланах хисепре

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 16:52 Просмотров: 81

 Куллен ирпе ирех ĕçе çитме тăрăшать Тăрăнти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Алина Лялькина (сăн ỹкерчĕкре). Патăрьелне, юта ĕçе çỹрекенсене кунти медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулма пултарассине шута хурать вăл. Пĕрин сиплеве пуçăнмалли диагноз лартмашкăн анализ пама направленисем çыртармалла, теприн тĕп больницăна сывлăха тĕрĕслеттерме тухтăрсем патне кĕмешкĕн черете çырăнмалла тата ытти те. Ĕçĕ тупăнатех. Юн пусăмĕ ỹсекенсене те телефонпа шăнкăравласси пулать. Шутра тăракансене эмел илмелли рецептсене компьютертан пичетлесе кăларса памалла. Вĕсене аптекăран илсе килсе пама та ỹркенмест. Килĕсене çỹресси те пулать. Диспансеризаци тухма черет çитнисене пĕлтермелле. Çулталăка кашнийĕшĕн пĕр хутчен флюорографинче пулмалла. Хĕрарăмсене маммографи тĕрĕслевĕ кирлĕ...

Халăх хушшинче пулни те вырăнлă. Кам мĕнле сывланине пĕлме пулать. Граждансен пухăвĕсене пĕрне те сиктермест. Унта хăй те тухса калаçать.

Ялта 513 çын пурăнать. 18 çитичченхи 85 ача. Ытларах - пенсионерсем. Хăшĕсем пĕчченшерĕн, икшерĕн кун кунлаççĕ. Вĕсен кампа та пулин калаçасси те килет. Ыйтăвĕсем те тупăнаççех. Хăш-пĕрин патне ĕçе кайнă чухне те, канмалли кунсенче те кĕрсе тухасси пулать.

Çаксем те пулăшнă пулас Алина Владимировнăна республикăри "Медицина - манăн туртăм" проектпа "Тавтапуç, медицина сестри!" акцие хутшăнса лауреат ятне тивĕçме.

Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнăскер, маларах Кĕçĕн Патăрьелĕнчи ача садĕнче ĕçленĕ шурă халатлă специалист. Унтан Тăрăнти ФАПа куçнă. 20 çула яхăн сисĕнмесĕр иртсе кайнă. Малтанах ĕçре çумри юлташĕ Зинаида Шекеева пысăк пулăшу парса пынă. Халĕте канашсемпе пулăшать Зинаида Димитриевна. Аслă юлташĕн сăмахĕсене яланах ăша хывать Алина Лялькина.

- Компьютер чылай ĕçе çăмăллăх кỹрет. Пациентсен ыйтăвĕсене кирек хăш тухтăрпа çыхăнса та татса пама пулать. Фельдшерпа акушер пунктне те графикпа килсе çỹреççĕ сиплевçĕсем тĕп больницăран. Пирĕн пата Алсу Салихова терапевта çирĕплетнĕ,- тет фельдшерица.

"Ĕç кăмăла çĕклет",- тесе хуравлать яланах Алина Владимировна. Обществăлла пурнăçа та хастар хутшăнать вăл. Хăйĕн пултарулăхне конкурссенче кăтартать. 2022 çулта ФАП "Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ" ята çĕнсе илнĕччĕ. Больница администрацийĕн Хисеп хучĕсене те пĕрре мар тивĕçнĕ.

"Ĕç условийĕсем тивĕçтереççĕ. Çĕнĕ ФАП пирĕн. Ачасем ỹссе çитĕннĕ. Мăшăр ăнлануллă. Ĕçĕм çынна юрăхлă пулнишĕн хĕпĕртетĕп çеç. Вĕсем мана хисеплени "Тавтапуç, медицина сестри!" конкурса хутшăнса лауреат пулма май пачĕ. Малашне те тивĕçе мала хурса ĕçлесчĕ те ĕçлесчĕ-ха", - тет фельдшерица.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика