Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2025, 16:53 Просмотров: 128

Журналист, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ (1986 çул), Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ (1996), В. Кузнецов ячĕллĕ преми лауреачĕ Владимир Николаевич Рыбкин (Вăрăм Палюк) 65 çул каялла, 1960 çулхи июнĕн 19-мĕшĕнче, Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче çуралнă.

Ентеш И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă.

 Ĕç çулне вăл Комсомольски районĕнчи "Октябрь ялавĕ" (халĕ "Каçал ен") хаçатран пуçланă. 1984-1994 çулсенче "Коммунизм ялавĕ" (халĕ "Хыпар") хаçат редакцинче яваплă секретарь çумĕнче, пай заведующийĕнче, тĕп редактор çумĕнче тăрăшнă. 1994-1997 çулсенче - "Хресчен сасси" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ; 1997-1999 çулсенче - "Капкăн" журналăн аслă редакторĕ; 2000-2003 çулсенче - Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕн тĕп специалисчĕ; 2003-2004 çулсенче - Россельхознадзор управленийĕн ертỹçин пулăшуçи. 2007-2013 çулсенче - Чăваш Республикинчи профсоюз организацийĕн "Чувашрессовпроф" пĕрлешĕвĕн информаци пайĕн заведующийĕ, "Чувашрессовпроф" пĕрлешĕвĕн "Вперед" хаçачĕн тĕп редакторĕ.

В. Рыбкин - 25 кĕнекен, сăвăсен, калавсен тата пьесăсен пуххин авторĕ. 600 ытла юрă çырнă, "Юрлакан чĕресем" ушкăн продюсерĕ тата ертỹçи.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика