Редакцирен:малашне эпир хаçатра "Тăван тавралăх" рубрикăпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи топонимсем тавра сăмах хускатасшăн. Паян ку тĕлĕшпе хамăрăн ентешĕмĕр, Нăрваш Шăхаль арĕ, Чăваш патшалăх гуманитарии наукисен институчĕн ертỹçи, филологи наукисен докторĕ Юрий Исаев пултаруллă ĕçлет. Унăн "О происхождении названий некоторых мест юга Чувашии (на примере фольклорных и литературных источников)" статйи "Актуальные проблемы диалектологии языков народов России" ятпа кун çути курнă наука ĕçĕсен пуххинче те вырăн тупнă. Хаклă вулаканăмăрсем, енчен те хăвăр тăрăхри юханшыв, уй, çырма-çатра тата ытти пĕр-пĕр паллă вырăн историйĕ пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен те редакцие ыйтупа тухма пултаратăр. Юрий Николаевич ку ыйтупа сире пулăшма хатĕр.
Юхма юхан шыв Кĕперле вăрманĕнчи çырма-çатраллă вырăнтан пуçланать. Вăрман Патăрьел, Улатăр, Шăмăршă округĕсенче, çавăн пекех Ульяновск облаçĕн çурçĕр пайĕнче вырнаçнă. Юхма Нăрваш Шăхаль тата Шăнкăртам ялĕсем çумĕпе иртет те Шăнкăртам витĕр тухса Пăлана юхса кĕрет. Юхан шыв 13-15 çухрăма тăсăлать.
Юхма ялĕн, халĕ вăл Патăрьелне кĕрсе юлнă, халăх пултарулăхĕнче кăсăклă материалсем пур:
1. Юхма юмах пек: пĕрисене пуйтарать, теприсене çаратать;
2. Павра çăварĕ - Юхма пасарĕ;
3. Шỹт: Елчĕк пасарĕнче Чаканпа Патян тĕл пулчĕç, тет.
- "Тусăм, мĕнле пурăнаççĕ унта юхмакассисем", - ыйтрĕ тет Чакан Патянран.
- "Э, калама та çук чаплă! - яваплать тет Патян.
- Паян ак ялĕпе пуçтарăнса пĕр автан пусрăмăр... Ашĕ вара - çичĕ шетник, çăвĕ икĕ чĕрес пулчĕ. Аван пурăнатпăр-ха, аван... Хăвăр мĕнле пурăнатăр тата? Чиперех пуль?"
- "Чиперех-ха, чиперех, - тет Чакан хаваслăн. - Эпир ак паян, пĕтĕм ялĕпе пуçтарăнса сирĕн Юхмакассине çав автана çиме пырасшăн-ха... мана пĕр татăкĕ лекет пуль тетĕп".
Юхма тăрăх вĕлтĕрен шăтсан йĕтĕн пулмĕ-ши? Пĕтĕрсен пурçăн пулмĕ-ши? Тĕртсен китай пулмĕ-ши?"
Асăннă пултарулăх XX ĕмĕршĕн характерлă.
Юхма сăмахăн тĕпĕ Юх шутланать, ун çумне ма аффикс хушăннă. Юх - йох "течь, плыть; оплывать; гноиться".
Юрий ИСАЕВ, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн директорĕ
Июль 2025 |