Республикăри вĕрентỹ организацийĕсенчи музейсен фестивалĕн пĕтĕмлетĕвне тунă. Унта шкулсенче 6-11 классенче вĕренекенсем, профессиллĕ вĕрентỹ организацийĕсен студенчĕсем тата педагогсем хутшăннă. Пурĕ 950 çын явăçнă. Фестиваль программипе килĕшỹллĕн ытларахăшĕ Шупашарти çар мухтавĕн музейне çитсе курнă.
Мероприятин тĕллевĕ: шкул музейĕсен ĕçĕ-хĕлне ку чухнехи пурнăçпа тан илсе пырасси, вĕренекенсене патриотла воспитани парассине тимлесси.
Комисси кашни участникăн ĕçĕпе паллашнă. Пурте пахалăхлă вĕсем. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти "Мирас" команда (ертỹçи Ф.Хафизова) темиçе номинаципе те палăрнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă "Музейĕн чи лайăх экспозициллĕ ĕçĕ-хĕлĕн выставки" номинацире иккĕмĕш, "Пирĕн асаттесем çĕнтерĕве туптанă" акцире иккĕмĕш, "Çыру. Вăрçă çинчен 80 сăмах" подкастсемпе (аудио тата видео формат) виççĕмĕш вырăн йышăннă.
8 класра вĕренекен Ильсаф Негматуллов "Пурне те музея" викторинăра призера тухнă.
Команда йышне Ралина Валеева, Аделина Семенова, Разиня Хайбуллова, Ильяс Мифтахутдинов, Зулейха Шарафутдинова, Зулия Феткуллова, Ранис Айзатуллов кĕнĕ.
Альбина ИВАНОВА
Июль 2025 |