"Сывлăх патне утăм" проектпа тухтăрсем ялтан-яла çитĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 04.07.2025, 19:02 Просмотров: 213

 Ял çыннишĕн, çĕр ĕçченĕшĕн çуллахи вăхăт хĕрỹ ĕçпе пуян тапхăр. Ун пек чухне тухтăрсем патне кайма та, сывлăха тĕрĕслеттерес тĕлĕшпе анализсем пама та вăхăта шел пек туйăнать. Чăваш Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе старт илнĕ "Сывлăх патне пĕр утăм" проект ялта пурăнакансемшĕн шăпах хальхи вăхăтра вырăнлă та кирлĕ пулăшу. Унпа килĕшỹллĕн иртнĕ эрнере Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те çак проект тухăçлă ĕçлеме пикенчĕ. Патăрьелĕнчи тĕрлĕ специальноçлă сывлăх сиплевçисем округ центрĕнче халăха хăйсен ыйтăвĕпе йышăннă хыççăн вĕсем кашни эрнерех пысăк йышпа ялсене тухса çỹреме пикенчĕç. Çак тĕллевпе Нăрваш Шăхалĕнче çынсене хăйсен ыйтăвĕпе йышăнчĕç, вĕсен сывлăхне тĕрĕслерĕç, анализсем илчĕç, кирлĕ сĕнỹсем пачĕç тата ытти те. Паян мобильлĕ проектпа тухтăрсен пысăк ушкăнĕ Туçара пулать. Çакăн пек меслетпе вĕсем сентябрĕн 12-мĕшĕччен кашни территори пайнех çитсе çынсен сывлăхне тĕрĕслĕç.

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика