ЫРАН, июлĕн 12-мĕшĕнче Петрпа Павел апостолсене асăнмалли кун. Православи тĕнне тытса пыракансемшĕн тăватă эрнене тăсăлнă Питрав типпи вĕçленчĕ. Ватăсем сăнанă тăрăх, çак кунхине уяр та лайăх çанталăк савăнтарсан çулталăкĕпех лайăх пулать. Питравра çумăр çумасан Илен кунĕнче те (августăн 2-мĕшĕ) уяр пуласса кĕтмелле. Енчен те шăпчăксем çак уяв хыççăн юрласан октябрьтех сивĕтме, куккуксем авăтсан хĕл ир килме пултарать иккен. Чылай чухне пурнăçри пулăмсем ваттисен сăнавĕпе тỹр килеççĕ. Апла пулсан, ыранхи куна сăнама ан манăр.
Апрель 2026 |
