Раççейĕн тĕп хулинче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ "Халăх туслăхĕ" фестиваль вăхăтĕнче иртнĕ. Ăна Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин тата Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене халалланă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. Сăмах май, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та инçе çула кĕскетсе уява çитнĕ.
Мероприятие Мускаври Халăх çитĕнĕвĕсен куравĕнче (ВДНХ) йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ регионти халăх пухăнса савăннă. Çавăн пекех Раççей "чĕринче" тĕпленнисем те уява хаваспах хутшăннă.
Акатуйра чăваш эстрада артисчĕсем юрланă, ярмăрккă иртнĕ. Хăнасем валли ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ: хушпу тата пукане ăсталама, хуплу, шỹрпе тата пашалу пĕçерме вĕрентнĕ. Кавир çинче Мускаври, Дагестанри, Тутарстанри тата ытти регионти спортсменсем тупăшнă.
Çак кунах Раççей тĕп хулинчен Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ те ăсатнă.
Ольга ПАВЛОВА
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
