Июлĕн 8-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун чылай çул тата килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене "Юратушăн тата шанчăклăхшăн" медальпе чыслаççĕ. Халĕччен ăна муниципалитетра пурăнакан 51 çемье илнĕ. Кăçал тата виççĕн хутшăнчĕç.
Мăшăрлану керменĕнче чуна хумхантаракан кĕвĕ янăрать. Çемĕ майăн Кзыл Чишмара пурăнакан Зейнулла Гиниятулловичпа Фания Хабибулловна Тухфатуллинсем, Анат Тăрмăшри Валерий Петровичпа Зинаида Кирилловна Путяковсем тата Патăрьелĕнчи Иван Пантелеймоновичпа Валентина Ивановна Казаковсем утса кĕчĕç. Çамрăксен вĕсенчен чăнах та тĕслĕх илмелĕх пур. Тухватуллинсем - 58, Путяковсемпе Казаковсем 50 çул çураçура пурăнаççĕ.
"Юратушăн тата шанчăклăхшăн" медале тивĕçнисене Патăрьел округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, Кзыл Чишма, Çĕньял территори пайĕсен начальникĕсем Раил Камалов, Мария Мадюкова, Патăрьел территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алена Карукова, тăванĕсемпе çывăх çыннисем ăшшăн саламларĕç.
- Пурнăç çулĕпе мăшăрпа утасси - çăмăл мар. Йывăрлăхсем те, ăнланманлăхсем те пулаççĕ, анчах вĕсене пĕр-пĕрне юратакансем, хисеплекенсем çĕнтерсе пыма пултараççĕ. Çамрăк мăшăрсен сиртен тĕслĕх илмелĕх пур, - терĕ Рудольф Васильевич саламланă май.
Мăшăрсем хăйсен çемйин ĕмĕрĕ вăрăм пулнин вăрттăнлăхĕпе те паллаштарчĕç. Кашнийĕ килĕшỹре, ăнланса пурăннине, пĕр-пĕрне итлеме пĕлнине палăртрĕç.
- Çемье илемĕ - ачасенче, çавăнпа та вĕсем ытларах пулсан тем пекех аванччĕ, - терĕ чылай çул Патăрьелĕнчи тĕп больницăра врач-акушерта тăрăшакан Иван Казаков.
Сăмах май, республикăра "Нумай ачаллă Чăваш Ен" форум иртнĕ. Унта шăпах "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" ордена тата "Анне паллăна тивĕçнисене саламланă.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Апрель 2026 |
