Çĕнетнĕ клуб хапăл турĕ халăха

Категория: Публикации Опубликовано: 11.07.2025, 15:32 Просмотров: 165

Çак кунсенче Анат Чакăри ял клубĕ тĕпрен çĕнетнĕ хыççăн хăйĕн алăкĕсене халăха хапăл туса яриех уçăлнă.

Культура "вучахне" Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николев пуçарăвĕпе çĕнĕ ят илнĕ "Ниме - Халăх бюджечĕ" пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн реконструкциленĕ.

Клуба çĕнетес шухăша параканни Анат Чакăра çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра "Лента" акционерла пĕрлешĕвĕн директорĕнче тăрăшакан Роза Иванова пулнă. Шăпах вăл 3 млн тенкĕ уйăрнă, ял çыннисем 100 пин тенкĕ пухнă, 5 млн тенке яхăн - республика, пĕр млн тенкĕ ытла вырăнти хыснасенчен уйăрнă. Çавăн пекех вырăнти бюджетран 2 млн тенкĕ панă.

Объекта савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăннă.

- Çĕнетнĕ ял клубĕ уçăлни - Анат Чакăшăн пултарулăхпа, аталанупа тулнă пурнăç пуçламăшĕ. Çак проекта пурнăçа кĕртессишĕн хăйсен тỹпине хывнисене тав тумалăх пур, - тенĕ Рудольф Васильевич пулăмăн пĕлтерĕшне палăртнă май. Вăл Роза Петровнăна тăван ялне, округа пулăшса пынăшăн ăшшăн тав тунă.

- Икĕ çул каялла стела уçнă çĕре хутшăннăччĕ, ун чухне мана намăс пулчĕ. Çак çĕр мана пăхса ỹстернĕ, çын тунă. Мĕншĕн-ха эпĕ пулăшмастăп? Эпир сирĕнпе пĕрле ĕмĕте пурнăçларăмăр - пĕрлехи çурта çĕнетнĕ хыççăн хута ятăмăр. Малашне унта пухăнма, калаçма, савăнăçсене пайлама пултаратпăр. Кăтарту мана чăннипех те савăнтарать, - тенĕ Роза Иванова хăйĕн чунри хĕпĕртĕвне пытараймасăр.

 ХАКЛАВ

Любовь Верликова, Анат Чакă клубĕн культорганизаторĕ:

- Кивĕ клубра ĕçлеме условисем те сахалччĕ. Паян кунта вăй хурас та вăй хурас килет. Куракан залта çĕнĕ креслосем вырнаçтарнă, сценăна профессионаллă çутăпа тата сасă хатĕрĕпе пуянлатнă, репетицисем ирттерме ятарлă пỹлĕм пур. Юрлама юратакансен "Телей", эстрада юррисене кăмăллакансен "Катюша", ташă ушкăнĕсене çỹрекенсем малашне хапăлласах килессе, культура "вучахне" халăх утасса шансах тăратăп.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика