Пуçарулăх пур вырăнта хастарлăх та пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 11.07.2025, 15:34 Просмотров: 174

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче çулсеренех вăй илсе пыракан пуçару бюджечĕн программипе пурнăçа кĕрекен ĕçсем тĕрлĕ енлĕ. Вĕсем пурте ялăн паянхи сăн-сăпатне çĕнетессипе, хамăр пурăнакан тавралăха хăтлăлатассипе çыхăннă. Ку тĕлĕшпе Турхан территори пайĕнче те пуçарулăх пысăк вырăнта. Халăх хастарлăхĕпе кар тăракан ыйтусене мĕнлерех майпа татса пынипе кăсăкланса территори пайĕн начальникĕпе Алина Борисовна Антоновăпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Алина Борисовна, эсир территори пайĕн пуçлăхĕн "лавне" туртма пикенни çулталăк çеç иртрĕ пулин те, халăхпа кар тăрса пурнăçланă ĕçсем куç умĕнче. Уйрăмах пуçару бюджечĕн программипе хавхаланса ĕçленине палăртасшăн.

 - Ялта тĕпленнĕ çынсем тулли кăмăлпа, хăтлăхпа пурăнас тесен çитменлĕхсене хăйсен куçĕпе курни, çав ыйтусене татса парас тесе пуçарулăх кăтартни паян чăннипех те савăнтарать. Халăх пуçару бюджечĕн программине çывăха хурса ăнланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, иртнĕ çулта çеç эпир ял халăхĕпе пĕр шухăшлă пулса тăватă проекта пурнăçа кĕртме пултартăмăр: Упамсара Восточная çула тирпейленĕ, çак ялтах çар хирĕç-тăрăвне хутшăннисене асăнса халăх вăйĕпе тата патшалăх пулăшăвĕпе мемориал çĕкленĕ, Турханта масар картине (560 метр) йĕри-таврах профнастил тытса çĕнетнĕ, çак ялти шкултах шыв пуссине тарăнлатса чавнă.

 Сăмах май каласан, тăван ял тирпей-илемĕпе хăтлăхĕшĕн Упамсасем яланах пĕр çын пек кар тăнине палăртса хăварасшăн. Игорь Вавилов ял старости тăрăшулăхĕпе кунта ытти ĕçе те пурнăçлама ỹркенсе тăмаççĕ. Кăçал, акă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа Асăну садне тепĕр 50 ытла туя йывăççине лартса пуянлатрĕç. Пĕлтĕр кунта 70 тĕп кедр лартса хăварнăччĕ. –

 Пуçарулăх пур вырăнта чăнах та хастарлăх та пысăк, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме те çăмăл. Кăçал республикăн çак программине мĕнлерех проектсемпе хутшăнатăр? Малашлăх ĕмĕтсем еплерех?

– Кирек мĕнле яла пырса кĕрсен те чăн малтан куçа тирĕнекенни - çул пахалăхĕ. Çавăнпа та кашни çулах территори пайĕнчи ялсенче вĕсене тирпейлеме тăрăшатпăр. Кăçал Упамсасем пуçару бюджечĕн программипе Гагарин урамне, Турхансем Перлов урамĕн пĕр пайне хăтлăлатаççĕ.

Ялсене çĕнетес тĕллевпе малашлăх ĕмĕтсем те пур. Вĕсем пирки те программăна хутшăнма ял халăхĕпе калаçса татăлнă. 2026 çулта Турханта ача-пăчан тата спорт лапамне тăвасшăн, Хурама Тварĕнче масар картисене çĕнетесшĕн, Упамсара Ленин урамне çул сарасшăн. Тĕрĕссипе паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах, тухăçлăрах, кăмăллăрах пурăнас килет. Вăл вара ытларах хамăртан килет. Ку тĕлĕшпе пире чăваш правительстви, муниципалитет округĕ алă тăсса пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 - Алина Борисовна, ĕçе йĕркелеме те, ăна пурнăçлама та чăн малтанах ял хастарĕсем, пултаруллă ăстасем, пулăшакансем кирлĕ. Пĕччен тăрăшнипех нимех те тăваймăн. Чăн малтанах хăвăрăн "сылтăм аллăр" вырăнĕнче эсир камсене куратăр?

 - Территори пайĕнчи мĕн пур организаци, хуçалăхсем пĕр шухăшлă, пĕр тĕллевпе ĕçлеме тăрăшатпăр, паллах. Çапах та паянхи кун кирек мĕнле ыйтăва татса парас тесен те ял старостисем пысăк пулăшу кỹреççĕ. Упамсари Игрь Вавилов, Хурама Тварĕнчи Терентий Давыдов, Тури Тăрмăшри Николай Кудрявцев вырăнти халăхпа тачă çыхăнса ĕçлени çав тери пысăк пылăшу парать. Шел пулин те, Турханта паянхи кун та староста çук. Çакă хăш-пĕр ыйтăва татса панă чухне те сисĕнет. Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Манзуркин та тăван тăрăхшăн çав тери тăрăшать.

- Тавах сире, Алина Борисовна калаçушăн. Малашне те ял халăхĕн пурнăçне хăтлăлатас тĕлĕшпе хастарлăхпа ĕçлеме сире ăнăçу сунатăп.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика