Пĕрле сурсан кỹлĕ çеç мар, ытти те пулать

Категория: Публикации Опубликовано: 11.07.2025, 15:39 Просмотров: 178

Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем хальхи вăхăтра влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва тытса тăракансем çеç мар, вĕсем хăйсен пурăнакансен тĕрлĕрен пăшăрханăвне татса пама, вырăнсенче çĕкленекен объектсемпе кăсăкланма тата ыттине ĕçсене явăçма та пултараççĕ. Чылай чухне ял çыннисен çивĕч ыйтăвĕсене власть органĕсем умĕнче хускатакансем те вĕсемех. Унсăр пуçне вырăнта йĕркелекен кирек мĕнле мероприяти те депутатсемсĕр иртместех. Пĕрле чухне вара ĕçлеме те, канма та кăмăллă.

Юлашки çулсенче халăхăн пуçарулăхĕ ỹссе пыни те хавхалантарать. Ялсенчи çулсене тирпейлемелле е масар картисене çĕнетмелле, палăк юсамалла е парка çĕнĕ сăн кĕртмелле тата ытти те çынсем ырă пуçарăва хирĕç каймаççĕ. Мĕншĕн тесен паян республика, муниципалитет округĕн пулăшăвĕпе пуçăнакан ĕçсем пурте пирĕн пурнăçа шанчăклăрах, ансатрах тăвас тĕллевпе тытăннăскерсем. Акă, Нăрваш Шăхалĕнче иртнĕ çул пуçару бюджечĕн программипе çĕкленĕ палăк паян ял илемĕ. Вăрманхĕрри Шăхальсем те пĕр шухăшлă пулса масар картисене улăштарчĕç, унăн территорине тирпейлерĕç. Пиртен ĕмĕрлĕх уйрăлнă тăванăмăрсен вырăнне кирлĕ пек пăхса тăрасси пирĕн тивĕç.

 Пуçарулăх программипе хальхи вăхăтра шкул зданийĕн тăррине улăштараççĕ, чỹречисене çĕнетеççĕ, хăш-пĕр юсав ĕçне пурнăçлаççĕ. Кирек мĕнле каласан та пĕлỹ çурчĕн яланах ял илемĕ, мăнаçлăхĕ шутланнă, шутланать те.

 Николай АФАНАСЬЕВ, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика