"100 çухрăм - мĕншĕн тесен эпир пĕрле"

Категория: Публикации Опубликовано: 11.07.2025, 15:40 Просмотров: 147

Çак ятпа Раççей профсоюзĕн VI велочупăвĕ иртрĕ. Спортсменсем кăçалхи велочупăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. Çавăнпа та велочупăва хутшăнакансем хăйсен маршручĕпе чарăннă вăхăтра вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăксем умне чĕрĕ чечексем хунă, вĕсен умĕнче пуç тайнă.

Мĕн пурĕ велочупăва Раççей Федерацийĕн 31 субъектĕнчи 200 ытла спортсмен хутшăннă. Велосипедистсен çул çỹрев маршручĕпе пирĕн муниципалитет округĕнчи Туçа, Патăрьел, Первомайск ялĕсенче ял-йышпа тĕл пулнă, палăксен умĕнче чарăнса вăрçă паттăрĕсене чыс тунă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика