Пăшална Саккунсăр майпа упранакан хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе панă граждансене уголовлă яваплăхран хăтараççĕ.
1996 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнчи "Хĕç-пăшал çинчен" федераци саккунĕн 22-мĕш статйипе килĕшỹллĕн юридика пĕлтерĕшлĕ çынсемпе ытти граждансене хăйсем тупнă е хăйсене панă вут-çулăм хĕç-пăшалĕпе усă курма чараççĕ. Ун пек чухне вĕсен харпăрлăхçи пулман хĕç-пăшала шалти ĕçсен органĕсене памалла.
Çакна та палăртса хăвармалла. Раççей Федерацийĕн 18 çул тултарнă гражданĕсем хăйсен ирĕкĕпе тĕрлĕ йышши хĕç-пăшала йĕрке хуралне тавăрса панăшăн социаллă тỹлевпе хавхалантараççĕ:
- алăпа пемелли хĕç-пăшал (пистолетсем, револьверсем, автоматсем, пулеметсем, гранатăсем) - пĕр единицăшăн 8000 тенкĕ таран;
- каснă вулăллă (с нарезным стволом) сунарçă пăшалĕ - пĕр единицăшăн 8000 тенкĕ таран; -
сунара çỹремелли яка кĕпçеллĕ пăшал - пĕр единицăшăн 8000 тенкĕ таран;
- сунара çỹремелли яка кĕпçеллĕ пăшалăн обрезĕ - пĕр единицăшăн 10000 тенкĕ таран;
- сунара çỹремелли каснă вулăллă (с нарезным стволом) пăшалăн обрезĕ - пĕр единицăшăн 10000 тенкĕ таран;
- хăй тунă пемелли пăшал - пĕр единицăшăн 1000 тенкĕ таран;
- хăйне хỹтĕлемелли газ пăшалĕ - 1000 тенкĕ; - травматика хĕç-пăшалĕ - пĕр единицăшăн 1000 тенкĕ;
- каснă вулăллă хĕç-пăшал патронĕсем - (5,6 мм калибрсăр пуçне) - пĕр единицăшăн 30 тенкĕ;
- калибр патронĕсем, 5,6 мм - пĕр единицăшăн 50 тенкĕ таран;
- сирпĕтмелли хатĕрсем (минăсем, гранатăсем) - пĕр единицăшăн 1000 тенкĕ таран;
- взрыв хатĕрĕсем - пĕр единицăшăн 600 тенкĕ таран;
- сирпĕтекен япаласемпе материалсем (тротил эквивалентĕнче 100 грамм) - 800 тенкĕ.
Хăй ирĕкĕпе саккунсăр упранакан хĕç-пăшала шалти ĕçсен органне паракан çын ăна хăй ирĕкĕпе пани çинчен тата социаллă тỹлев пирки заявленисем çырать.
Çакă ăна уголовлă ĕç пуçарасран хăтарать. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (83532)5-04-08, 8 (83532)6-12-12.
Олег ВАСЬКИН, Чăваш Республикинчи Росгварди управленийĕн лицензипе ирĕк паракан пай начальникĕ, полици майорĕ
Апрель 2026 |
