"Манăн пурте йĕркеллех"

Категория: Публикации Опубликовано: 11.07.2025, 15:50 Просмотров: 167

Кирек мĕнле пысăк пулăм та хăй хыççăн ырă йĕр хăварать. Украинăри ятарлă çар операцийĕн "кун-çулĕнчен" те историе шултăра саспаллисемпе çырăнса юлнă самантсем, тапхăрсем сахал мар пулĕç.

Хĕрỹ вырăн халех нумай улшăну кĕртет - уйрăмах унта хутшăнакансенче. Çулĕсене кура мар çитĕннĕ, кăмăл-туйăмĕ çирĕпленнĕ ытлашши сăмахлассинчен пăрăнаççĕ çĕршыв хỹтĕлевçисем. "Манăн пĕтĕмпех йĕркеллĕ" теме çеç пăхаççĕ.

Виççĕмĕш çул "йĕркеллĕ" пурăнаççĕ паттăрсем. Нăйкăшмаççĕ, ỹпкелешсе калаçмаççĕ, пирĕншĕн - ашшĕ-амăшĕшĕн, мăшăрĕсемшĕн, ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн, кỹрши-аршишĕн, тăванĕсемшĕн, ял-йышшăн - мирлĕ тỹпе тытса тăраççĕ. Окопра çывăраççĕ, салтак пăттине çиеççĕ, çывăх çыннисемпе хутран-ситрен телефонпа çеç çыхăну тытаççĕ пулсан та...

Каç выртсан та ыйхи канлĕ мар, ир тăрсан та шухăшĕ алла хĕç-пăшал тытса неонацистсене хирĕç çапăçакан, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Фенил ывăлĕ çинчех Кзыл Чишмари Люция Сафиуллинан (сăн ỹкерчĕкре сулахайри). Ăрăва малалла тăсаканĕ унта 2022 çулхи октябрь уйăхĕнченпех. Мобилизаци йĕркипе кайнă. Вăхăтран-вăхăта кĕске вăхăтлăх отпуска çеç килсе каять. Шăллĕпе ытларах çыхăнăва тухма май тупать. Çемйине (мăшăрĕпе икĕ ывăл) кирлĕ чухне пулăшу пама ыйтать. 6 класран вĕренсе тухнă Амильпа сакăр çулхи Эмиль куç пек кĕтеççĕ ашшĕне. Вĕсем те "вăрçăлла" выляма юратаççĕ. Ашшĕ курма килнĕ чухне илсе килнĕ парнисене килĕштереççĕ.

Мăшăрĕпе амăшне чăтăмлăх çеç сунас килет. Каçхи шăнкăрава васкавлăн хуравлама тăрăшрĕ Люция Асхатовна. Ывăлĕн сассине илтсенех чунра лăпкăлăх хуçаланма пуçларĕ. Фенил кĕске калаçура амăшĕн сывлăхĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлме пултарчĕ. Çĕнтерỹпе киле таврăнасса шантарчĕ.

Юрать, ĕçпе шухăшне пусарать Люция Сафиуллина. Ялти куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккара вăй хурать вăл. Суту-илỹ çуртĕнчен халăх самантлăха та татăлмасть. Уйрăм çынсен лавккисем çук ялта. Çынсене вара çăкăрĕ, булки, песукĕ, тăварĕ, пылак шывĕ, курки, ытти таварĕ кирлех.

 - Эпир, тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем, тавар туянма ют çĕре тухса çỹрейместпĕр. Хырăм выçатех. Çăкăра Шупашкартан та, Патăрьелĕнчен те илсе килеççĕ. Чей ĕçмелли çемçе пĕремĕк-булкăсем сентре çинчен татăлмаççĕ. Шăнтнă, тăварланă пулăсем те темиçе тĕрлех. Шăрăхра ĕçмелли пылак шыв, квас, сок ассортименчĕ пуян. Лавкка 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлет. Сутуçисем кăмăллă. Халăхран заявкăсем те йышăнаççĕ. Кăмăл тулатех, - тет Арслан Селимгереев.

 Галина Ивановăпа пĕрле ĕçлет Люция. Кун каçа тавар йышăнма та, сутма та, тирпей-илеме тытса тăма та пултараççĕ. Уйăхсерен умма лартнĕ тĕллевĕсене чыслăн пурнăçлаççĕ. Ахальтен мар вĕсен ĕçне Чăвашпотребсоюз правленийĕн ертỹçисем пĕр хутчен çеç мар ырăпа палăртнă.

 Çамрăк чухне пачах та суту-илỹ сĕтелĕ умĕнче тăрасса шутламан Люция Асхатовна. Çак профессине суйланишĕн ỹкĕнмест те. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче аслă пĕлỹ илсе зоотехник профессийĕпе тухнăскер Куславкка районĕнче икĕ çул ĕçленĕ. Унтан яла таврăнса Улатăр цехĕн филиалĕнче контролерта тăрăшнă. Çемьеллĕ пурнăçĕ ăна Чĕмпĕр облаçне илсе çитернĕ. 2 ача çуратнă. Кайран каллех тăван яла таврăнса тĕпленнĕ, çурт лартнă.

- Тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ. Тавар туянакансем хисеплеççĕ. Тепĕр чухне лавккана килнĕ аслăрах çулхисенчен сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлнишĕн те хĕпĕртеççĕ. Чăх-чĕп, хур-кăвакал ỹстермешкĕн сутлăх илсе килсе панишĕн те савăнаççĕ. Çыннăн кăмăлне тупма ансат, - тет Люция Сафиуллина.

Фронтра хĕç-пăшалпа, тылра тăрăшуллă ĕçпе çĕнтерĕве çывхартмалла пирĕн. Пĕрле тăрăшнине нимĕн те çитмест. Люция Сафиуллина та çавăнпа хастарлăха чакармасть. Кунсерен ывăлне куç пек кĕтет.

"Тăнăç пурнăçа пĕр утăм" проектпа килĕшỹллĕн 2025 çулхи августăн 21-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче (Ленин проспекчĕ, 12 çурт) Чăваш Республикинчи тĕрлĕ министерствăпа ведомствăсен эксперчĕсем СВОна хутшăнакансене тата вĕсен çемье членĕсене 14 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнаççĕ.

Йышăнăва маларах 8(83532) 6-20-06 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа е Патăрьелĕнчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен социаллă центрпа (Ленин проспекчĕ, 16 çурт) çыхăнса çырăнмалла.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика