Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче 100 балл пухнисем хушшинче Лилия Ляллина (сăн ỹкерчĕкре) та пур. Пике Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ. Учительсем, ашшĕпе амăшĕ вăл мĕн пĕчĕкренех тăрăшуллă пулнине палăртаççĕ. Пур предметпа та "5" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынă. Тавракурăмне анлăлатма хушма литературăсемпе, интернет уçлăхĕпе туллин усă курнă.
Лилия шкулта хими, биологи, технологи, вырăс чĕлхипе литература урокĕсене уйрăмах юратса вĕреннĕ. Тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса çĕнтерỹçĕсен ретне кĕнĕ. Çакă та, паллах, ăна экзаменсене ăнăçлă тытма, вырăс чĕлхипе 100 бал таран пухма пулăшнă.
Хĕр спортпа та питĕ туслă. Волейболла питĕăста вылять. Шкул чысне пĕрре мар муниципалитет, республика шайĕнче хỹтĕленĕ.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Май 2026 |
