Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе пирĕн муниципалитет округĕнче те "Сывлăх патне утăм" проект старт илчĕ. Çавна май "Сывлăх пункчĕ" ялсене тухса çỹрет. Халиччен вăл Патăрьелĕнче, Туçара, Нăрваш Шăхалĕнче пулчĕ. 500е яхăн çыннăн сывлăхне тĕрĕслерĕ. Пациентсен юн пусăмĕ пысăкки, холестерин, сахăр шайĕ ỹсни палăрнă. Куçри юн пусăмĕ хăпарнисем те пур. Ытларах ỹт хушакансем те тĕл пулаççех.
Паян мобильлĕ "Сывлăх пункчĕ" Турханта ĕçлет.
Патăрьел муниципалитет округĕнчи тухтăрсен ушкăнĕ сентябрĕн 12-мĕшĕччен кашни территории пайнех çитсе çынсен сывлăхне тĕрĕслĕ.
(Хамăр корр.)
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
