Пĕлетĕр-и эсир?

Категория: Публикации Опубликовано: 11.07.2025, 15:54 Просмотров: 193

 Çырлана шăнтса хурсан усăллăрах, пахалăхĕ çухалмасть теççĕ. Тăпăрчă пирки те çакна калама пулать-и? Тин татнă пахча çимĕçпе улма-çырлана шăнтса хурсан, чăн та, аванрах, мĕн пур усăллă япала сыхланса юлать. Шăнтнă тăпăрчăн пахалăхĕ вара самай чакать.

Тăварланă хăяр-помидора çисе ярсан банкăра шывĕ юлать. Хĕшĕ-пĕри унпа ним тума пĕлмесĕр тăкать çеç. Шел, унта шывпа тăварсăр, тип çупа уксуссăр пуçне пахча çимĕçрен тухнă усăллă ытти япала та нумай. Калăпăр, маринада крахмалпа е çăнăхпа пăтратса çатмара пĕçерсен тутлă соус пулать. Çавăн пекех тăвар шывне пиçекен яшкана яма, салата е ытти апата хушма юрать.

Йод е зеленка уçнă чухне алла варалас мар тесен резина пăкă çине пĕчĕк шуруп пăрса кĕртĕр.

Хĕллехи вăхăтра тимĕр çитменрен чечексем вăйсăрланаççĕ, шуралаççĕ. Шăвармалли шыва тутăхнă 2-3 е ытларах пăта ярса хурăр, кайран унпа шăварăр. Чечексем чĕрĕлĕç. Кишĕрпе çĕр улмине кастрюль е çатма çăвакан тимĕр мунчалапа лайăх çуса тасатсан вĕсене шуратма та кирлĕ мар.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика