ЧĂВАШ Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрсе пыракан "Чăваш Енри çутă çулла" проектпа килĕшỹллĕн Патăрьел муниципалитет округĕнче 60а яхăн культура, спорт мероприятийĕсем ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пысăк пайне пурнăçа кĕртнĕ те. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче янкăр та çутă, ăшă çу кунĕсемпе усă курса территори пайĕсенче халăхăн ырă йăли-йĕркине, культурине малалла тăсса ял уявĕсем кĕрлерĕç, республика шайĕнче экофестиваль иртрĕ, Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнчи сăрă ăстисем пĕчĕк плэнер йĕркелерĕç, Нăрваш Шăхалĕнче Ирина Калентьева ячĕпе йĕркеленĕ велочупăва спортсменсем хастар хутшăнчĕç, Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра поэзи сехечĕсем ирттерчĕç тата ытти те.
Çутă та янкăр çу кунĕсем малалла тăсăлнă май, ялсенче культура, спорт мероприятийĕсем, СВО участникĕсемпе йĕркелекен ăшпиллĕ тĕл пулусем малашне те пулĕç-ха.
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
