Ултав серепи тумхахлă, унпа явăçма та хăрушă!

Категория: Публикации Опубликовано: 01.08.2025, 13:33 Просмотров: 448

ЮЛАШКИ вăхăтра Чăваш Енре, вăл шутра Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансем те ултавçăсен серепине час-часах çакланаççĕ. Кăçалхи çур çулта çеç пирĕн ентешсем сахал мар укçа çухатнă, палламан çынсене 531 миллион тенкĕ куçарса панă! Йĕрке хуралçисен кăтартăвĕпе чи анлă сарăлнă схемăсенчен пĕри - палламан çынсем банк ĕçченĕ тесе паллаштарса укçана "хăрушсăр счечĕ" çине куçарма ыйтни. Çавăн пекех ултавçăсем инвестицисем хывса тупăш илме, суя сайтсенче тавар туянма сĕнеççĕ тата ытти те.

Полици сотрудникĕсем çакна çирĕп асăрхаттараççĕ: харпăр даннăйсене ют çынна пĕлтермелле мар. СМСпа килнĕ кода та вăрттăнлăхра тытмалла. Ултав серепине çакланас мар тесен мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла.

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика