Округра вырма ĕçĕсем куллен вăй илсе пыраççĕ. Ĕнерхи куна, июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3780 гектар çулнă е пĕтĕмĕшле лаптăкăн 25 проценчĕ пушаннă. Йĕтемме 15 пин тонна ытла тыр-пул кĕнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 45 центнерпа танлашать.
"Корма" агрофирмăн кĕрхи туллăн "Эн Тайгета" сорчĕ кăçал чăннипех те савăнтарнă. Унăн вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 65 центнер тухнă!
Хĕл хырăмĕ аслине шута илсе ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем утă хатĕрлессипе пикенсех ĕçлеççĕ.
Пушаннă хирсене кĕрхи культурăсене акма хатĕрлеме пикеннĕ.
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
