Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патăрьел тăрăхне ĕçлĕ çул çỹревпе килсе йĕркеленĕ кашни тĕл пулу - чĕрĕ калаçу, ыйту-хурав, ырă сĕнỹ...
Нумай пулмасть Патăрьел муниципалитет округĕнче çĕнĕ производство объекчĕсем уçнă çĕре хутшăннă чухне те вăл территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе ăш пиллĕ калаçу ирттерчĕ, ыйтусене хуравларĕ, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине 2025 - 2030 çулсенче аталантармалли плансене çивĕчлетрĕ. Тỹрĕ калаçура çеç вара чи çивĕч ыйтусене татса пама май пулнине пĕлтерчĕ Олег Алексеевич.
- Çивĕч ыйтусенчен пĕри - ĕçмелли шывăн пахалăхĕ. Эпир Патăрьел муниципалитет округне кăçал таса шывпа тивĕçтерме тĕллев лартнă. Çак ыйту çирĕп тимлĕхре пулĕ,-терĕ Олег Николаев территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă самантра.
Альбина НИКОЛАЕВА
Июль 2026 |
