Ешертĕр тавралăх, хуçалантăр тасалăх

Категория: Публикации Опубликовано: 01.08.2025, 13:36 Просмотров: 368

Юлашки çулсенче тирпей-илем, çут çанталăка упрас тата ăна çỹп-çапран тасатас темăсем малти вырăнта тăраççĕ. Иртнĕ çул Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе Чăваш Енри çăлкуçсене туллин тĕпчессипе тата вĕсене упраса хăварассипе вăй хума пикенчĕç. Чылай ĕç пурнăçланă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те "Пăла юхан шывăн çăлкуçĕсем" проектпа çĕнĕ çăлкуçсем тупса палăртассипе тата пуррисене хăтлăлатассипе сахал мар тăрăшаççĕ. Çитес çул вара Ишлĕ территоринчи "Теперай" çăлкуçа пуçару бюджечĕпе тирпей-илем кĕртме палăртнă.

 Нумай пулмасть, июлĕн 30-мĕшĕнче, Ишлĕре Пĕтĕм Раççейри "Тирпейлĕвĕн наци уйрăмлăхĕсем" экологи акцийĕ иртрĕ. Мероприятие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. Акцие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов, ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, "Время "СВОих" программăна хутшăнакан Дмитрий Осипов, экологи пуçарăвĕсен аталанăвĕн тата пулăшăвĕн "Компас" фонд директорĕ Татьяна Ковалевăпа унăн çумĕ Рашида Яббарова хутшăнчĕç. Сăмах май, "Компас" фонд виççĕмĕш çул регионсем тăрăх çỹресе ятарлă субботниксем ирттерет. Суйласа илнĕ территоринче ватти-вĕтти çỹп-çап пухма тухать. Пирĕн регион 27-мĕш пулчĕ. Эпир эстафетăна Новосибирскинчен илтĕмĕр пулсан малалла Симферопль тăсать.

Патăрьелсем ĕçе те уява çавăрма пĕлеççĕ. Мероприяти вăхăтĕнче килнĕ хăнасем чăваш, тутар, ирçе наци йăли-йĕркипе, апат-çимĕçĕпе, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе юрри-ташшипе паллашма пултарчĕç. Çав вăхăтрах ачасемпе пĕрлех аслисем те хаваспах урамра выртакан ăпăр-тапăра пухрĕç. Чи нумай пуçтарнисем парнеллĕ те пулчĕç.

Çак кунах Пĕтĕм Раççейри "Тирпейлĕвĕн наци уйрăмлăхĕсем" экологи акцийĕ вăхăтĕнче Чăваш Республикин экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствипе экологи пуçарăвĕсен аталанăвĕн тата пулăшăвĕн "Компас" фонд малалла пĕрле килĕштерсе тата çыхăнура ĕçлесси пирки Килĕшỹ çырчĕç.

Округра çуллен тавралăха илемлетессипе, йывăç-тĕм лаптăкне пысăклатассипе ĕçлекенсене, çĕнĕлĕхсем кĕртекенсене, хамăр пурăнакан вырăна хăтлăрах тăвассишĕн тăрăшакансене палăртассипе конкурс ирттереççĕ. Вăл кăçал та пулчĕ. Жюри членĕсем конкурса тăратнă кашни объекта çитсе курнă хыççăн пĕтĕмлетỹ тунă. Кăçал "Чи хăтлă ял" номинацинче Алманчă çĕнтернĕ. Сăмах май, вĕсем пĕлтĕр те çак чыса тивĕçнĕччĕ. "Тĕслĕхлĕ урам" номинацинче Нăрваш Шăхалĕнчи Пулевей урам мала тухнă. "Чи лайăх хушма хуçалăх" номинацинче Нăрваш Шăхалĕнчи Виталий Калькин хуçалăхĕ - пĕрремĕш вырăн, Анат Тăрмăшри Нина Сергееван - иккĕмĕш, Сăкăтри Галина Алексееван виççĕмĕш тухнă. "Чи хăтлă органаизаци территорийĕ" ята Кзыл Чишмари çамрăксен "Сэлэт-Батыр" центрĕ, "Пурте усă куракан чи хăтлă объект" номинацие Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕ тивĕçнĕ. Округ пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пурне те саламларĕ, малашне те тăван тăрăха илемлетессишĕн пĕрле килĕштерсе ĕçлеме сунчĕ.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика