Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи объектсене хăтлăрах та илемлĕрех тăвас, йывăç-курăк, чечексен лаптăкĕсене пысăклатас, хамăр пурăнакан вырăна экологи тĕлĕшĕнчен таса тытас, тавралăха симĕслетессипе çĕнĕ шухăшсемпе усă куракансен опычĕсене сарас тĕллевпе "Чи хăтлă ял", "Тĕслĕхлĕ урам", "Чи лайăх хушма хуçалăх", "Чи хăтлă организаци территорийĕ", "Пурте усă куракан чи хăтлă объект" номинацисемпе конкурс ирттернĕ.
Кзыл Чишмари çамрăксен "Сэлэт-Батыр" центрĕ самаях пысăк лаптăкра вырнаçнă. Ăна уçичченхи çулсенче кунта тĕрлĕ курăк ỹснĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ. Халĕ вара йĕри-тавра тирпейлĕ. Чечексем ỹсеççĕ. 2023 çултанпа 5600 йывăç тĕмĕ лартнă. Мĕнли кăна çук тата! Çимĕç параканнисем те çав шутра. Ачасем кунта тĕрлĕ регионтан, çĕршывран пĕлĕве тарăнлатма, канса сывлăха çирĕплетме килеççĕ. Австри, Финлянди, Чехи, Пушкăртстан... таранах.
Алманчă ялĕ тирпейлĕхпе яланах кăтартуллисен йышĕнче. Пĕр урамра та, тăкăрлăкра та хыт-хура ỹсмест. Пурăнман çуртсен умĕнче те вĕлтĕрен ашкăрмасть. Çурт умĕсенче вара - çеçкесем. Каснă йывăçсен тункатисем çине те савăтсемпе петунисем лартса ỹстерме ỹр- кенмеççĕ. Ял халăхĕ Виталийпе Галина Каруевсенчен те тĕслĕх илет. Çурт умĕнче миçе савăтра чечек ỹснине шутласа та кăлараймăн.
Тивĕçлĕ канăва тухнă Дина Сергеева хуçалăхĕ пирки палăртмасăр иртме çук. Çурт умĕнчи икĕ енчи пахчи те илĕртỹллĕ. Мĕнле кăна сăнар çук тата вĕсенче. Çил арманĕ, вĕçен-кайăкĕ тата ытти те...
Яла пырса кĕнĕ çĕрти купеле те тирпейлĕ тытса тăрать халăх. Пурте усă куракан хăтлă вырăн 2023 çулхи муниципалитет округĕнче те конкурсра кăтартуллисен йышĕнче пулнă.
Сăкăтри Галина Алексееван хуçалăхĕнче те тирпей-илем хуçаланать. Пĕрремĕш çул çимĕç паракан алыча турачĕсем авăнсах тăраççĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла. Вăрманта ỹсекен çырла тĕмĕсене те килти хуçалăха куçарнă вĕсем Геннадий мăшăрĕпе. Çупкам-çупкам çырли алă тупанĕ тулли. Теплицисенче авăр йăтса ларайми хăяр-помидор. Йĕри-тавра чечек ỹстереççĕ. Пĕрисем çеçке çурса сỹннĕ çĕре теприсем хăйсем патне илĕртеççĕ. Çĕр улми пахчинче те пĕр пушă вырăн та çук. Унта та экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç çитĕнтереççĕ.
Ĕнесем те тытаççĕ, пăрусем те усраççĕ, сысни те пур хуçалăхра. Çавах пур япали те вырăнта. Çурт хуçи сĕтел-пуканне те веçех хăйне килĕшмелле ăсталанă.
Анат Тăрмăшĕнчи Нина Сергеева Çĕрпỹри больницăрах ĕçлет. Çавах килĕнче мăшăрĕн пулăшăвĕпе тирпее тытса тăма вăхăт çитеретех. Савăта тултарнă тăпра çинчех вĕсем алă чăмăрĕнчен пысăк лимон та çитĕнтереççĕ. Чие те темиçе тĕрлĕ. Сортлă сухан, севок ỹстернĕ. Картиш тулли, çурт умĕ - чечексем. Пỹртре пĕр тĕрлисем, урамра урăххисем явăнса ỹсеççĕ.
Турханти Александр Кудряшовпа Нăрваш Шăхалĕнчи Виталий Калькин хуçалăхĕсем те кăтартуллă. Виталий Семеновичсен фонтан ĕçлет. Хуралтă тăршшĕпе виноград çитĕнет. Ĕшеннине ирттермешкĕн ларса канмалли беседкинче чăннипех те çăтмаха лекнĕн туятăн.
Нăрваш Шăхалĕнчи Пулевей урамĕпе утса касса кĕрсен каялла тухас та килмĕ. Автомашинăсем те, выльăх-чĕрлĕх те пăсмасть илеме. Таптакан та, хуçакан та çук пулас.
Муниципалитет округĕн центрĕнчи ачасен ăсталăх çурчĕ умĕнчи илеме тытса тăма та пĕлеççĕ. Унтан иртсе çỹрекен сахал мар тĕлĕннĕ тирпей-илемрен.
Конкурса тăратнă ытти объектсем, хуçалăхсем те пулчĕç. Кашнийĕн илемĕ килентерет. Анчах темшĕн хăш-пĕр территори пайĕн администрацийĕ çакăн çине çиелтен пăхнă. Кăтартуллисене хавхалантарма конкурса та тăратман.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Май 2026 |
