Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
"Пехет" проектне республика Правительствипе "Чăваш Енĕн халăх фермерĕ" ассоциаци хамăр фермерсен продукцине сутма май туса парас, çĕр тата ферма ĕçченĕсем туса илекен пĕтĕм пуянлăха пĕр вырăнта кăтартас тĕллевпе пурнăçа кĕртрĕç. Республикăра пурăнакансемшĕн агромаркет апат-çимĕç, ытти тавар туянмалли меллĕ вырăн пулса тăрасса шанатăп".
Шупашкарта республикăри фермерсем валли "Пехет" агромаркет уçăлнă. Суту-илỹ сĕтелĕ-сентрине 8 пая уйăрнă, кунта сутмалли 76 уйрăм, Чăваш Енри 50 ытла организаци продукцине, çав шутрах наци тумтирĕпе сувенирне туянма пулать.
Объекта тума республика та пулăшнă: строительствăна 180 млн тенкĕ ытла хывнă. Хăйсен е вырăнти аграрисен продукцине сутакан фермерсемшĕн агромаркетра сутма тара илнĕ лаптăкшăн илекен укçан 60 процент таран бюджет саплаштарĕ.
"Пехет" агромаркетра Патăрьел çĕрĕ çинче туса илнĕ продукцисене те туянма пулать. Унта Л. Кузнецов индивидуаллă предпринматель, Р. Санзяпов, И. Чепеков, фермер хуçалăхĕсем, "АГРО-СОЮЗ" (М. Земдиханов), "ЭКОПРОДУКТ" (И. Халитов), "Батырь" (В. Алексеев) кооперативсем туса илекен таварсене сутаççĕ.
ХАКЛАВ
Леонид КУЗНЕЦОВ, индивидуаллă предприниматель:
"Çакăн пек агромаркет уçни фермерсемшĕн, ял хуçалăх продукцине вырăнта тирпейлекенсемшĕн питĕ лайăх. Шăпах вăл суту-илĕве пуçласа яма, эпир хатĕрленĕ çимĕçпе халăха ытларах паллаштарма пулăшать. "Пехет" агромаркета туристсен маршрутне кĕртсен таварçаврăнăшĕ тата ỹсесси куç кĕретех.
Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем валли çакăн пек суту-илỹ çурчĕ туса панишĕн патшалăха, Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева тав тумалăх пур".
Ольга ПАВЛОВА
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
