Çут çанталăкпа çын пурнăçĕ авалтанпах тачă çыхăннă. Ỹсен-тăрансем тăранса пурăнма пулăшаççĕ. Вĕсенченех тумтир çĕлеме пулать. Инструментсем те ăсталаççĕ. Çурт та лартаççĕ. Тĕрлĕ сăрă, сиплĕ эмел хатĕрлеççĕ.
Ỹсен-тăран тĕнчи тĕлĕнмелле те нумай енлĕ. Çавна май Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" проектне тĕпе хурса Кивĕ Ахпỹрт ялĕнчи библиотекăра "Айболитăн симĕс сиплевĕ" ятпа информациллĕ вăйă-викторина ирттернĕ.
Мероприятин тĕп тĕллевĕ - çитĕнекен ăрăва хамăр таврашра ỹсекен сиплĕ ỹсен-тăрансемпе паллаштарасси. Ирина Козлова библиотекарь салтак тỹми, шăнăр курăкĕ, вĕлтĕрен, хăлха çакки, хупах тата ытти курăксен сиплĕхĕ çинче чарăнса тăнă. Вĕсене мĕнле пухмаллине, типĕтмеллине, усă курмаллине каласа панă.
Малалла ачасем викторина ыйтăвĕсене хуравланă. Сиплĕ ỹсен-тăрансене уйăрса илме вĕреннĕ. Хăшĕнпе хăçан усă курмаллине аса илнĕ.
Г.Алексеевăн "Лекарственные растения на территории Чувашии" кĕнекипе, "Сиплĕ ỹсен-тăрансем" справочникпа паллашнă. Çут çанталăкра ỹсекен ытти ỹсен-тăрансем çинчен çырнă кĕнекесене те алла илнĕ.
Библиотекарь сиплĕ эмел курăкĕсене вăрманта, уçланкăра, çул хĕррисенчен чылай айккинче пуçтармаллине ăнлантарнă. Вĕсене тирпейлĕ татмаллине каланă.
Юлашкинчен экологи сукма- кĕпе çула тухнă. Унта кашни ỹсен-тăранпа тĕплĕн паллашма май пулнă.
Альбина ИВАНОВА
Февраль 2026 |
