Сăваплă ĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 01.08.2025, 13:46 Просмотров: 367

Муниципалитет округĕнчи тĕп больницăра донор кунĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ ỹсĕмри, профессири 100 ытла çын хутшăннă. Çав йышра нумай хутчен юн паракансем те, сăваплă ĕçе пĕрремĕш хутшăнакансем те пулнă.

 Çакна палăртма кăмăллă: çынсене ырă тăвас текенсенчен ытларахăшĕ (42) - медицина ĕçченĕ. Вĕсем пациентсене çак компонент кирлине питĕ лайăх ăнланаççĕ.

Донор юнĕ çынсене питĕ кирлĕ. Унпа кунсерен çынсен пурнăçне çăлаççĕ. Çул-йĕр çинчи аварие пула аманнисене те, усал шыçă чирĕпе аптаракансене те çăлма пулăшать. Васкавлă тăвакан операцинче çак компонент алă айĕнче пулни те пĕлтерĕшлĕ.

Юн паракансем малтанах хăйсен сывлăхĕ çинчен анкета тултараççĕ. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухса ун ушкăнне, резус-факторне, гемоглобин шайне палăртаççĕ.

 Çак кун сăваплă ĕçе пурнăçлакансем 45 литр юн панă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика