Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин икĕ ветеранĕ пурăнать. Вĕсенчен пĕри - Шăхачри Феоктист Васильев Феоктист Александрович паян та çулне кура мар общество пурнăçĕнчен айккинче юлмасть, хăй утса тухнă кун-çулĕ, экологи ыйтăвĕпе вырăнта пурнăçланă ĕçсем пирки пĕлтерĕшлĕ хайлав шăрçалать!
2026 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче çĕр çул тултаракан хисеплĕ вăрçă ветеранĕн биографийĕ пуян, нумай енлĕ. Десантник, Венгри, Австри çĕршывĕсене ирĕке кăларма хутшăннă ветеран вăрçă хыççăн Горький облаçĕнчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш Енри вăрман хуçалăхĕнче бухгалтаерта, лесоводра, лесничий пулăшуçинче, Шăмăршăри мехлесхозри Турханкасси лесничинче 30 çул ытла тăрăшнă. Вăл паянхи кун та çут çанталăк тусĕ, тăван тавралăх илемĕшĕн, унăн пуянлăхĕшĕн, тасалăхĕшĕн тăрăшать, экологи субботникĕсене те май пур таран хутшăнать, çамрăксене ырă сĕнỹ-канаш парать. –
Пирĕн асатте яланах обществăлла пурнăçа хастар хутшăннă. Вăл ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă, çĕр комиссийĕн членĕ, халăх сучĕн заседателĕ, çут çанталăк тусĕ... Хальхи вăхăтра хуçалăхра пĕчченех пурăнать. Ялта тĕпленнĕ Николай ывăлĕпе кинĕ ăна хăйсен тимлĕхне илнĕ, пăхсах тăраççĕ. Наташăпа Светлана хĕрĕсем те ашшĕ патне час-часах килсе çỹреççĕ. Пирĕншĕн асатте пур енĕпе те ырă тĕслĕхлĕ. Эпир унпа мухтанатпăр, савăнатпăр,- хăпартланса каласа парать Елена Григорьева мăнукĕ.
Феоктист Васильев вăрçă ветеранĕн çар тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн панă, çемье архивне пуянлатакан наградăсем, медальсем сахал мар. Хаçатра та унăн паттăрлăхĕ пирки пĕрре мар çырнă. Вăрçă хыççăн ĕçре туптанă хисепне хак паракан тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем те сахал мар çут çанталăк тусĕн.
Альбина ЕГОРОВА
Июль 2026 |
