"Ачисем - унăн телейĕ "

Категория: Публикации Опубликовано: 01.08.2025, 14:07 Просмотров: 429

Хĕрарăм аллинче хĕрĕх тĕрлĕ ĕç вĕрет",- теççĕ халăхра. Çак сăмаха тăххăрмĕш теçеткене тултарса пыракан Сител ялĕнчи Таисия Сахарова пиркиех каланă пек туйăнать. Çынна кун-çул парнелесси те, ача-пăчана сывлăхлă ỹстересси те, кил-çуртри тирпейлĕхе, çемьери килĕшỹлĕхе упрасси те пĕтĕмпех хĕрарăмран килет.

Пурнăçра хура-шурне сахал мар курчĕ. Урипе утса, куçĕпе курса, хăлхипе илтсе пурăннишĕн савăнмаллипех савăнать. Мăшăрĕпе 5 ача çуратса ỹстернĕ вĕсем. Çитĕнекен ăру çумне тата икĕ тăлăха хỹтте илнĕ.

- Хуранта вĕресе пиçнĕ яшка пурне те çитет. Кăмака вутĕнче хăпартса пĕçернĕ капăртмана та кăмăлтан çиеççĕ. Йышпа апачĕ те аван анать,- тенĕ Николай Петрович мăшăрĕн шухăшне ырласа. Çиччĕн сак тулли ларнă вĕсем. Ĕçе те хăнăхса ỹснĕ. Хĕрачасем пански йĕппи тытма вĕреннĕ. Арçын ачисем картишĕнчи ĕçсене пурнăçлама хăнăхнă. Пай çинче вара пурте пĕрле тăрăшнă. Йăрана хăшĕ маларах çумласа тухассишĕн ăмăртнă.

 - Атте пурнăçран ытла та ир уйрăлчĕ. Эпĕ тăватă çулта çеç пулнă ун чухне. Анне умĕнче пуç таймалăх пур пирĕн. Савăнăçне те, хуйхине те унпа пĕрле пайлатпăр. Çулталăк каярах мăшăрăм Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хучĕ. Хуйха пусарма пĕртте çăмăл мар, - тет Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Васан ялне качча тухса Мускавра пурăнакан Валентина хĕрĕ.

Чăн-чăн патриотах пулнă Таисия Дмитриевна кĕрỹшĕ. Çар ĕçĕсене хутшăннă ветеран Чечняри хирĕç тăрура та пĕр хутчен çеç пулман.

Пурнăç çулĕ çине çирĕп тăнă Сахаровсен ачисем. Нина Первомайскине качча тухнă, 3 ача çитĕнтерет. Николай Ульяновск облаçне тĕпленнĕ, 2 хĕрĕ ỹсет. Усрав ывăлĕ Володя та унпа пĕр ялта пурăнать. Килĕштереççĕ, кирек хăш ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ. Петя Шупашкара вырнаçнă. Тĕпе Леонид юлнă. Амăшĕн тĕрекĕ унра. Килти кинĕ те правур. Пăянамăшĕпе пĕр сăмахра. Ватта тимлĕ пăхаççĕ ăрăва малалла тăсакансем.

Усрав хĕрĕ Валентина Туçана качча тухнă. Унта пурăнать. Мăшăрĕпе пĕр хĕр çитĕнтернĕ.

 Алă ăсти пулнă Таисия Дмитриевна. Çыхнă, тĕрленĕ, çĕленĕ... Харăсах 7 ачана 7 алса, 7 носки кирлĕ пулнă-çке. Чăваш кĕписемпе саппунĕсене те ăста кăларнă. Пачăшка валли тум та çĕлеме пĕлнĕ. Чиркỹ валли Турă çăкăрне пĕçерме хутшăннă. Тăтăшах типĕтытса сыпнă.

Улмисем пĕри те йывăççинчен аякка ỹкмен. Çакăншăн савăнать те Таисия Сахарова.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика