Диспансеризаци демографипе те çыхăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 01.08.2025, 14:08 Просмотров: 373

Профилактикăна йĕркелесси тата сывă пурнăç йĕркине сарасси - сывлăхпа çыхăннă йывăрлăхсене парăнтарма пулăшакан чи витĕмлĕ мел шутланать.

Вĕсен шутне шăпах диспансеризаци кĕрет. Вăл - сывлăха тĕрĕслеттермелли мел.

Çулталăк пуçланнăранпа муниципалитет округĕнче 7489 (планпа 12159) çын диспансеризаци тухнă. Çак йышра тĕрлĕ çулхи пур. Паллах, ача çуратмалли ỹсĕмри хĕрарăмсем те. Эппин, тĕрĕслев демографипе те тỹрремĕнех çыхăннă. Диспансеризаци шала кайнă чирсене те тупса палăртма пулăшать. Чĕрепе юн тымарĕсен, сахăр диабечĕ, усал шыçă чирĕпе чирлекенсем тĕл пулаççĕ.

Сывлăх хавшанин сăлтавĕсен шутĕнче чи малтанах - йĕркесĕр апатлану, пирус туртни, эрех-сăрапа иртĕнни. Кĕлетке йывăрăшĕ ытлашши пулни те лайăхах мар. Теприсен глюкоза, холестерин шайĕ пысăк. Çавна май Республика Пуçлăхĕн "Сывлăх патне - утăм" проектне малашне те çул парăпăр.

 ЦИФРА ЧĔЛХИПЕ

 Чăваш Республикипе "Сывлăх патне - утăм" проект ĕçлеме пуçланăранпа 21 пин ытла çын сывлăхне тĕрĕслеттернĕ.

Тухтăрсем тĕрĕслев хыççăн 4 пин ытла çынна сыватмăшсене янă.

Фирия ХАФИЗОВА, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика