Арçын шывра путса вилнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2025, 06:34 Просмотров: 207

ĂШĂ та шăрăх çу кунĕ ачасене те, аслисене те шыв хĕррине туртать. Анчах та кирек мĕнле пулсан та пурин те хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнни çеç инкек-синкекрен сирнине манмалла мар. Иртнĕ вырсарникун, акă, Треньелĕнчи кỹлĕре вăй питти арçын шыва шалалла ишсе кĕрсе кайнă та тухайман. Унăн ỹтне тепĕр кун ирхине çеç тупнă. Пăтăрмах пирки йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем, следстви комитечĕн сотрудникĕсем тĕпчеççĕ.

Шăрăх хуйхă-суйхă, инкек илсе ан килтĕр тесен хальхи вăхăтра вут-кăвартан та асăрхануллă пулмалла. Уйрăмах вăрманта е кил-çурт çывăхĕнчех кăвайт чĕртмелле мар!

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика