Пĕрисен лайăххине теприсен усă курмаллах

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2025, 18:38 Просмотров: 257

Пĕлỹ кунне - çĕнĕ вĕренỹ çулĕн пуçламăшне - пурте кĕтеççĕ: вĕрентекенсем, ачасем, ашшĕ- амăшĕ. Пĕрисем пуçласа шкула каяççĕ, теприсем унтан тухса пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленеççĕ тата ытти те.

Кăçал шкулсемпе ача сачĕсене юсас ĕçе бюджетран сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. Унпа усă курса вĕренỹ çурчĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçлама тăрăшни сисĕнет. Турханти вăтам шкулта юсав ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Нăрваш Шăхалĕнче çуртăн тăррине улăштараççĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул территорине хăтлăх кỹреççĕ.

 Вĕрентỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине ятарлă комисси хак парать. Çак кунсенче вĕсем (сăн ỹкерчĕкре) Туçа енче пулчĕç. Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул пĕрремĕш шăнкăрава пĕтĕмпех хатĕр. Пур енчен те тирпейлĕ, илемлĕ, кăтартуллă. Спортзал урайĕ те тĕкĕр евĕр çутатать. Стендсене те çĕнетнĕ, пĕрремĕшсен юхăмĕн ĕçĕ те курăнать. Çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсем çулленех муниципалитет округĕнче çеç мар, ун тулашĕнче те çитĕнỹсемпе савăнтараççĕ. Вĕсене конкурссене хатĕрлемешкĕн уçă вырăнтах ятарлă лапамсем тунă. Çакăнта ку енĕпе малтанхи хăнăхусене илсе тухнă хăш-пĕр ачасем пурнăç çулне те çавăнпа çыхăнтараççĕ. Шалти ĕçсен министерствин тĕрлĕ уйрăмĕнче 17 çын ĕçлет.

Ача садĕнче те юсав ĕçĕсене пурнăçланă.

 Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта хăш-пĕр кăлтăксем пур-ха. Вĕсене комисси çывăх вăхăтра вĕçлеме палăртса хăварчĕ. Кунта кивелнĕ чỹречисене пластикран улăштарма тăрăшнă. Театр студийĕ ĕçлет. Грант çĕнсе илни ятарлă пỹлĕм йĕркелеме, сценăна тирпейлеме май панă.

Туçари вăтам шкулăн 45 чỹречине пластикпа улăштарни самаях сăн кĕртнĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем патне ăшă шыв çитернĕ.

Çĕнĕлĕхсем пур шкулсенче. Кăçал вĕсене ĕç урокĕсене ирттерме çĕвĕ машинипе тивĕçтернĕ. ОБЖ кабинечĕ, спортзал валли тренажерсем, матсем, ытти кирлĕ хатĕрсем, интерактивлă доска, электронлă тир панă. Кухньăра усă курмалли савăт-сапа çĕнелнĕ.

Туçари ача садĕнче юсав ĕçĕсем пыратчĕç. Кунта ĕçлекенсен вăйĕпе сантехникăна, канализацие улăштарасшăн. Хута янăранпа (çур ĕмĕр ытла) çĕнетмен вĕсене. Ĕçĕсем татах та пур-ха. Хăшне-пĕрне пуçару бюджетне çул парса пурнăçа кĕртме сĕнчĕ комисси.

Федераци программине кĕрсе сахал мар çĕнетỹ тăваççĕ. Хирти Пикшикри, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсем çак мелпе çĕнелчĕç те. Сăкăтри вăтам шкул тăррине юсанă.

Пахча çимĕç ỹстерессипе те ĕçлеме тăрăшаççĕ вĕренỹ учрежденийĕсенче. Пăлапуç Пашьелĕнчи, Ыхра Çырминчи вăтам шкулсене палăртмалла ку енĕпе. Халĕ тата ача сачĕсенче агролабораторисем пур. Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнче авокадо та çитĕнтереççĕ.

Учреждени хăтлăхĕ ертỹçĕ çаврăнăçулăхĕнчен те нумай килет. Треньелĕнчи ача садĕнче сăрă тĕкĕнмен пĕр лаптăк та çук. Хăш-пĕринче вара ачасем уçăлма тухакан веранда урайĕсене сăрлама та васкамаççĕ.

Шкулсен территорийĕсем пĕчĕкех мар. Вĕсене тасатса тирпейлесе тăрасси тĕп ĕç. Шăнкăртамри пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Тутар Сăкăтĕнчи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата ытти хăш-пĕр вăтам шкулсен территорийĕсем илĕртỹллĕ, çеçке ăшĕнче.

 Комисси 18 шкулпа 9 ача садĕнче, хушма пĕлỹ паракан 3 учрежденинче пулчĕ. Кашнийĕнчех хутмалли тапхăра мĕнле хатĕрленнипе, ачасене кĕтсе илме хатĕррипе, столовăйсенчи условисемпе, пушар сигнализацийĕсем ĕçленипе тата ытти ыйтупа интересленчĕ. Кăтартуллисене лайăхпа палăртрĕ, ыттисене юлнă вăхăтпа тĕллевлĕ усă курма сĕнчĕ. Пĕлỹ кунĕ çитĕнекен ăрушăн чăн-чăн уяв пултăр тесе тăршмаллах аслисен.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика