Вологдăра пĕтĕм тĕнчери студентсен спорт клубĕсем хушшинче полиатлонпа Никама Пăхăнман Патшлăхсен Пĕрлĕхĕн (СНГ) çĕршывĕсен чемпионачĕ иртнĕ. Унта 12 çĕршыври 72 спортсмен хутшăннă.
Пăлакассинче çуралса ỹснĕ, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă, пĕрре мар округ, республика чысне тĕрлĕ шайри ăмăртура хỹтĕленĕ Николай Мазяков (сăн ỹкерчĕкре) та хутшăнă. Николай пневматика винтовкинчен перессипе, перекладина çине тăватă минутра çĕкленессипе тата икĕ çухрăм чупассипе чи лайăх результат кăтартнă. Спортăн виçĕ тĕсĕпе чи нумай бал пухса абсолютлă чемпион пулса тăнă, ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Саламлатпăр!
Ольга ПАВЛОВА
Март 2026 |
