Çĕнĕ объект çĕкленет, вăл кăмăла çĕклентерет

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2025, 18:39 Просмотров: 263

Шăнкăртамра физкультурăпа сывлăх сыхлавĕн комплексне тума пуçланă. Унти строительство ĕçĕсемпе Чăваш Республикин строительство, архитектура тата коммуналлă çурт-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Максимов паллашнă.

Хальхи вăхăтра объектăн никĕсне янă, пĕрремĕш хутне хăпăртма пуçланă. Пулас комплекса 20 процента яхăн туса пĕтернĕ. Çитес çул вĕçĕнче вăл çынсене йышăнма пуçламалла.

 - Хальхи вăхăтри икĕ хутлă, виçĕ пин тăваткал метра яхăн йышăнакан физультурăпа сывлăх сыхлавĕн комплексĕнче ял çыннисем хăтлă та ирĕк залсенче спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе тата тренажер залĕсенче сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ, - тенĕ Владимир Максимов хăйĕн телеграм-каналĕнче.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика