Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, тĕнчери искусство тата культура академийĕн академикĕ Мидхат Шакиров кĕмĕл волонтер ырă ĕçсем сахал мар тăвать. Ку хутĕнче вăл Запорожск облаçĕнчи Бердянски районĕнчи шефа илнĕ Осипинковăри шкулта вĕренекен ачасем валли 10 мольберт туса хатĕрленĕ.
Ырăлăх акцине Мидхат Алимзянович пуçласа хутшăнмасть. Иртнĕ çул вăл çак шкулах искусствăн асамлă ăсталăхĕ валли ỹкермешкĕн сăрăсем, кисчĕксем пачĕ. Пĕрлех илемлĕ литература та сĕнчĕ. Çак паха материалсене ăна республикăри культура институчĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕ, "Исток" çĕр ĕç фирми пулăшнипе туяннă. Япаласене вырăна çитерсе пама муниципалитет округĕнчи ыр кăмăллă спонсорсем пулăшнă.
"Çакнашкал пуçарусене ыттисем те мала хурасса шанас килет. Вĕсем гражданла яваплăха тата пĕрлĕх туйăмне ỹстереççĕ",- тет Мидхат Шакиров.
Альбина ИВАНОВА
Июнь 2026 |
