Пĕрлехи вăйпа тĕллевлĕ ĕçлеме те ансат

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2025, 18:46 Просмотров: 255

Тăван тавралăха, хамăрăн юратнă ялăмăра аталантарма, çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене пурнăçа кĕртме халăх пуçарулăхĕ çав тери кирлĕ те, вырăнлă та. Çак практикăна, паха опыта вырăнсенче çултан-çул аталантарса çеç пымалла тесе шутлатăп. Чи пĕлтерĕшли - ял-йыш çак программăна ăнланать, ăна кирлĕ пек йышăнса ял хăтлăхĕшĕн кар тăрать.

Пирĕн Аслă Чемен территори пайĕнче пурăнакансем те юлашки çулсенче Чăваш Республикинче вăй илсе пыракан пуçарулăхпа тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Акă, кăçал çеç эпир халăхăн хастарлăхне тĕпе хурса тăватă объекта пурнăçа кĕртрĕмĕр. Тури Чакăра масар патне каякан çула вак чул сарса тирпейленĕ. Проект хакĕ 1 миллион та 139 пин тенкĕ, халăхран 227 пин тенкĕ пуçтарнă. Аслă Чементе те масар енне каякан çула йĕркене кĕртрĕмĕр. Унăн проекчĕ 1 миллион та 215 пин тенкĕне ларчĕ, ял-йыш хавалĕпе 243 пин тенкĕ счет çине куçнă. Çак ялтах масар картине те çĕнетрĕмĕр. Сăваплă ĕçшĕн çынсем каллех пĕр шухăшлăн 208 пин тенкĕ пуçтарчĕç. Проект хакĕ - 1 миллион та 44 пин тенкĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ тапхăрта Тури Чакăра вăрçă паттăрĕсене асра тытса лартнă палăк та халăх вăйĕпе, пуçарулăхпа çĕнелсе капăрланчĕ, унăн территорийĕ хăтлăланчĕ. Пуçаруллă бюджет программине хутшăннисем çак тĕллевпе 225 пин тенкĕ пуçтарчĕç. Ыттине патшалăх пулăшрĕ. Палăка çĕнетсе хăтлăлатасси те 1 миллион та 126 пин тенке ларчĕ. Паян çав сăваплă вырăна тирпейлĕ те таса тытса тăрасси - пирĕн пĕрлехи тивĕç.

 Ялта пурăнакансен хавалĕ иксĕлми, ĕмĕт-тĕллевĕ те пысăк. Кăçал эпир граждансен пухăвĕнче ял çыннисене пăшăрхантаракан ытти ыйтăва та пуçарулăхпа таса пама килĕшрĕмĕр. Çавна май икĕ проектне хатĕрлесе çитернĕ. Пĕри Аслă Чементе пушар деповне тăвасси, тепри пушара хирĕç кĕрешме шыв управĕпе унăн территорине тирпейлесси. Йăлана кĕнĕ меслетпех Аслă Чеменсен ял хапхине те çĕнетесшĕн.

Денис НИКИФОРОВ, Аслă Чемен территори пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика