Çĕньял ял территоринче çулталăкăн хăш вăхăтĕнче те Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хỹтĕлев сеткисем çыхаççĕ. Нумай пулмасть ăстасем патне неонацистсене хирĕç кĕрешекен Владимир Терентьев килнĕ. Тĕл пулу питĕ кăмăллă иртнĕ. Владимир тăшманран пытанма май паракан хатĕре çыхакансем салтаксемшĕн кирлĕ ĕç пурнăçланине, вăл чылай салтакăн пурнăçне, техникăна çăлса хăварма пулăшнине палăртнă.
Владимир Терентьевăн амăшĕ те сетка çыхма çỹрет. Мария Алексеевнăна куллен тенĕ пек кунта курма пулать. Çавăн пекех вăл Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвне янă çĕре те хастар хутшăнать.
Надежда КВАСОВА
Апрель 2026 |
