Казаковсен ыр кăмăллăхĕ иксĕлми

Категория: Публикации Опубликовано: 05.09.2025, 09:27 Просмотров: 234

Çĕнĕ Ахпӳртри Александр Григорьевичпа Юлия Николаевна Казаковсене ентешсем ырă енчен çеç пĕлеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ мăшăр ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем патне нумай хутчен гуманитари пулăшăвне ярса пулăшнă. Хальхи вăхăтра та ку тĕлĕшпе вĕсем лăпкăн çеç пурăнаймаççĕ. Çак кунсенче Казаковсем каллех хăйсем туса илнĕ 18 килограмм çĕнĕ пыла тата пĕр михĕ песука çар çыннисем патне ăсатма округри халăха социаллă пулăшу паракан центра илсе çитернĕ. «Пирĕн пĕчĕк пулăшу салтаксене вăй-хăват та кӳтĕр, çĕнтерĕве çывхартма та пулăштăр», — теççĕ вĕсем кăмăлтан.

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика